Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чăваш енрен - тăватă спортсмен

Шупашкарта иртекен XXIII Тĕнче Кубокне хутшăнма Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕ паллăпа пĕрех. Атлетсен йышĕнче - Мордовин вунпилĕк спортсменĕ, Чăваш енрен - тăваттăн, Свердловск облаçĕнчен тата Мускав хулинчен пĕрер хăвăрт утакан.

Пăлас ăмăртура спортсменсем хăш ушкăнра тупăшассине февралĕн 22-мĕшĕнче Адлерта иртнĕ Раççейĕн хĕллехи чемпионачĕ палăртнă. Çапла 20 километрлă дистанцие Валерий Борчин,  Сергей Бакулин, Андрей Кривое, Илья Марков, Виктор Бураев, Ольга Каниськина, Анися Кирдяпкина, Татьяна Шемякина, Татьяна Сибилева, Людмила Архипова, 50 километра Владимир Канайкин, Сергей Ерохин, Андрей Рузавин, Денис  Нижегородов, Сергей Кудряпкин, юниорсенчен 10 километра Эдикт Хайбуллин, Алексей Барцайкин, Денис Стрелков, Татьяна Калмыкова, Ирина Юманова, Эльмира Алембекова тухĕç.

Конкуренци пысăк пулнине кура, команда пухасси питĕ çирĕп йĕркепе иртнĕ. Çапла майпа, Шупашкарта 1 - 5-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ атлетсем тупăшĕç. Улшăнусем пулмалла мар. Халĕ команда йышне тренерсен тĕп канашĕнче тата çăмăл атлетикăн Пĕтĕм  Раççейри федерацийĕнче çирĕплетессине кăна кĕтмелле.

Кунсăр пуçне Тĕнче Кубокĕ - Пекинра пулакан Олимп вăййисене хутшăнма суйлакан турнир та. Положени тăрăх, унта кашни дистанцирен (аслисем хушшинче) икшер спортсмена суйласа илĕç.

Маларах Чăваш енрен Тĕнче Кубокне хутшăнма çĕршывăн пĕрлештернĕ командине  ытларах спортсмен кĕмелле пекчĕ. Чи вăйлисем палăрчĕç - республика чысне хĕрарăмсенчен Татьяна Сибилева, Людмила Архипова, юниорсенчен Эдикт Хайбуллинпа  Ирина Юманова хÿтĕлĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2008
00:00
Поделиться
;