Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ИНФОРМАЦИ КУНĔ ИРТНĔ

Юнкун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Республика представителĕсем район администрацийĕн пайĕ пуçлăхĕсемпе, яваплă çыннисемпе чылай ял поселенийĕсенче пулнă, кун йĕркине кĕртнĕ. РФ Президенчĕн суйлавĕн кăтартăвĕсемпе тишкернĕ, Чăваш ен Президенчĕн халăхăн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе тата Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă, мероприятисен планне палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2008
00:00
Поделиться
;