Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Класс ертÿçи - нумай ача амăшĕ

Пирĕн ачасен вĕрентекенĕ - Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти 3-мĕш «б» класс руководителĕ Нина Васильевна Бурмистрова - «Самый классный классный» конкурсăн районти финалĕнче çĕнтерни хăех унăн вĕрентÿ ĕçĕнчи пултарулăхĕ пысăк пулнине калать.

Нина Васильевна ку сферăра вунтăхăр çул. Ачасене чунтан юратать, вĕсен хуйхипе пурăнать. Унăн урокĕсем тарăн шухăшлă, çÿллĕ шайра иртеççĕ. Çирĕплĕх, хытă ыйтни унра ырăлăхпа пĕрлешет. Хăй ĕçне кăмăлтан парăннă вăл. Унашкал педагогсем пулсан ачасен малашлăхĕ пирки пăшăрханма кирлĕ мар.

Паллă педагогăн В.А.Караковскин «Класс руководителĕ - чи нумай ачаллă амăшĕ...» сăмахĕсем Н.В.Бурмистрова çинчен каланăнах туйăнать.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2008
00:00
Поделиться
;