Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лайăх кăтартусемпе таврăннă

Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче тимлекенсем - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану  министерстви йĕркелекен професси ăсталăхĕн  конкурсĕсене те, спорт ăмăртăвĕсене те чи активлă хутшăнакансем. Хутшăнакансем анчах мар, вĕсем ялан тенĕ пекех çĕнтерÿçĕсен йышĕнче. Иртнĕ çул, акă, кунта спорт фестивалĕн куçса çÿрекен кубокĕ упраннă. Ку чыса  интернатра тимлекенсем фестивальти пĕтĕмĕшле команда çĕнтерĕвне пула тивĕçнĕ.

Кăçал республика спорт фестивалĕ Шупашкар районĕнчи Вăрманкас ялĕнчи ветерансемпе инвалидсен реабилитаци центрĕнче иртнĕ. Калининăсен команди те - К.Федоров, С.Чайкова, П.Филиппова, В.Васильев, Ю.Михайлов - ăмăртăва пысăк хавхаланупа хутшăннă, кубока алăран ярас килменни те пысăк вăй-хал парса тăнă.

Спорт тусĕсем, фестиваль программипе килĕшÿллĕн, йĕлтĕрпе чупса эстафетăра, гиря йăтса, пневматикăллă пăшалпа персе тата канат туртса ăмăртнă.

Япăх мар кăтартупа таврăннă калининăсем: тупăшун икĕ тĕсĕнче - эстафетăра тата канат туртса - иккĕмĕш вырăн йышăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2008
00:00
Поделиться
;