Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Наркотикпа усă ан курăр

Ниçта та ĕçлемен çамрăксенчен нумайăшĕ пушă вăхăта усăллă ирттерме пĕлмест, эрех ĕçет, наркотиксемпе усă курать.

Наркотиксенчен хăш-пĕрне ÿсен-тăрансенчен, теприсене химилле хутăшсенчен хатĕрлеççĕ. Вĕсенчен пĕр йышшисене туртаççĕ, теприсене шăршлаççĕ, виççĕмĕшсемпе укол тăваççĕ. Вĕсем çын организмĕшĕн пурте сиенлĕ, сывлăха хавшатаççĕ, ĕмĕре кĕскетеççĕ.

Наркотиксемпе усă куракан çынсене сăнран пăхсах уйăрма пулать. Хăйсене ÿсĕр çын пек тыткалаççĕ, сулăнса кайма пултараççĕ. Куçĕсем йăлкăшаççĕ, куç шăршисем е сарăлса каяççĕ,  е пĕрĕнсе лараççĕ. Шприцсемпе усă куракан наркомансен ÿчĕ çинче йĕппе шăтарнă йĕрсем нумай пулаççĕ.

Опийпе, морфинпа, героинпа туслисем хăйсен çулĕсенчен ватăрах курăнаççĕ. Çÿçĕ тĕксĕмленет, татăлать, ÿчĕ шуранка, типĕ, пĕркеленчĕклĕ. Куç шăрçи пĕчĕкленсе ларать, хăвăрт калаçаççĕ, хăйсене ирĕклĕ тытаççĕ. Дозăран ирттерсе усă  курсан ыйхăллăн курăнаççĕ.

Кантăрпа, марихуанăпа, гашишпа усă куракансем сăлтавсăрах кулма е темрен хăранăн тарма пултараççĕ. Куç шăршисем чарăлаççĕ, пичĕ, куç хупанкисем хĕрелеççĕ. Хăвăрттăн сывлаççĕ, тытăнчăклă калаçаççĕ. Наркотикпе анранă çын ним пирки те шухăшламасть, хăйне çăмăлттай тытать.

Наркотикле  хатĕрсем пирĕн пата ытларах урăх çĕршывсенчен пысăк партисемпе килеççĕ. Наркобаронсем хăйсен «таварне» ăсатассипе темле те чееленеççĕ.

Чи лайăххи - наркотикле хатĕрсемпе вуçех усă курманни. Пĕр хăнăхсан вĕсенчен хăтăлма çав тери йывăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2008
00:00
Поделиться
;