Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурăнмалли çуртсене йĕркеллĕ пăхса тăманшăн

Район прокуратуринче тимлекенсен тивĕçĕсем тĕрлĕ енлĕ. Кăçалхи февральте акă, прокуратура пурăнмалли тата ытти çуртсенче газ оборудованийĕпе усă курнă чух саккунлăха мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Мĕн кăтартса панă-ха тĕрĕслев - районта ку тĕлĕшпе çитменлĕхсем пулни палăрнă. Çурт-йĕр харпăрлăхçисен «Елена», «Зеленый» пĕрлешĕвĕсем, акă, пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн техника эксплуатацийĕн йĕркисене пăснă: газпа тивĕçтерекен шалти оборудование юсама (çав шутра улăштарма) тата  пăхса тăма ятарлă организацисемпе килĕшÿсем вăхăтра туман* тĕтĕм тата вентиляци çулĕсене юсавлă тытса тăрассипе кирлĕ ĕçсене пурнăçламаççĕ.

Пурăнмалли çуртсенче вентиляци çулĕсене пăхса тăнине тата çитменлĕхсене пĕтернине çирĕплетекен, 2007 çулта тата кăçал тĕрĕслевсем ирттернине кăтартакан документсем те «Елена», «Зеленый» пĕрлешÿсен управляющийĕсен аллинче пулман.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх Вăрнар район прокуратури административлă ĕçсем пуçарнă. Çавăн пекех тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме тата ку тĕлĕшпе саккуна пăснă тĕслĕхсене малашне асăрхаттарма хушса район прокуратури «Елена», «Зеленый» пĕрлешÿсен управляющийĕсен ячĕпе представленисем тăратнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2008
00:00
Поделиться
;