Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сыхланасси сипленессинчен лайăхрах

Пахалăхлă эмел препарачĕсем пуррине пăхмасăрах туберкулезпа кĕрешесси - нацин çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри.

Чăваш енре 2002 çултанпа туберкулезпа кĕрешес енĕпе сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери проекчĕ ĕçлет.

Туберкулеза микобактерисем пуçараççĕ. Вĕсен пĕр хут сывласа илни чир-чĕре аталанма пулăшать. Анчах та ытларах чухне инфекцие чир бактерийĕсем кăларакансемпе тачă çыхăну тытсан ертме пулать.

2008 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрнар районĕнче туберкулезăн уçă формине чирлĕ 46 çын учетра тăрать. 2007 çулта кăна  инфекциллĕ 33 çынна тупса палăртнă. Вĕсенчен 28-шĕн чирĕ шала кайнă. Çак кăтарту 2006 çулхинчен 8 процент пĕчĕкрех. Кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче туберкулезпа чирлĕ 6 çынна регистрациленĕ, çав шутран 17 çула çитмен ачасем - 2.

2007 çулта туберкулезпа чирлесе вилнисен хисепĕ100 пин çын пуçне 17,4-па танлашнă.

Паллă ĕнтĕ, чиртен сыхланасси ăна сипленессинчен çăмăлрах. Ача çуралсан 3-7 кунран ăна туберкулезран пĕрремĕш прививка тăваççĕ. Вакцинаци хыççăн иммунитет 5-7 çул тăсăлать. Тата çак прививкăна ачана 7 тата 14 çул тултарсан тăваççĕ. Иммун системи тепĕр икĕ уйăхран кăна çирĕпленсе çитнĕ пирки ашшĕ-амăшĕсен хăйсен тĕпренчĕкĕсене тимлĕ сăнасах тăмалла.

Ачасене кашни çулах Манту туса туберкулез чирĕ ерменнине тĕрĕслеççĕ. Енчен те организмра микобактерисене тупса палăртсан ачана фтизиатр пулăшăвĕ кирлĕ пулать.

Инфекци ересрен иммун системине çирĕплетмелле: ÿт-пĕве пиçĕхтермелле, витаминсем, сиплĕ курăксене вĕретсе ĕçмелле. Рационра ытларах пахча çимĕç, улма-çырла, сĕт юр-варĕсем пулмалла. Тата физкультурăпа спортпа туслашмалли çинчен те манмалла мар. Пÿлĕме, кабинета уçăлтармалла. Мĕншĕн тесен унта çынсем ушкăнпа пухăнсан, уйрăмах пирус туртнă чух, организмăн туберкулез инфекцийĕпе кĕрешеслĕхĕ уйрăмах чакать.

Ашшĕ-амăшĕсен ачисен сывлăхĕшĕн хытă тăрăшмалла. Унсăрăн чи лайăх врач та вăйсăр.

Тĕп задача - çынна ÿт-пÿ енчен сывă пулма хăнăхтарасси. Ĕçпе канăва черетлени, сиенлĕ йăласен серепине лекменни организма çирĕплетет.

Кашни çыннăн çакна асра тытмалла: сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшни, алкоголизма хирĕç кĕрешни туберкулезпа чирлессинчен сыхлать.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2008
00:00
Поделиться
;