Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Суд приставĕсен тивĕçĕсем анлăланчĕç

Шел пулин те, пирĕн çĕршыв право нигилизмĕ хуçаланакан патшалăх тенине час-часах илтме пулать юлашки вăхăтра. Çавăнпа та çĕр шывăн малашнехи аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - кашни должноçри çын тата гражданин саккуна пăхăнакан,  çирĕп йĕркелăх хуçаланакан право çĕршывĕ туса хурасси.

Саккунлăха пăхăнасси - демократиллĕ патшалăхри  чи пĕлтерĕшлĕ хаклăх, çĕршыв ĕçĕ-хĕлĕн тĕп никĕсĕ. Çав вăхăтрах хăть мĕнле политика режимĕллĕ патшалăхра та  йĕркелĕхпе саккунлăха тивĕçтерме пулăшакан хистев органĕсемсĕр май çук. Енчен те суд йышăнăвĕ пурнăçа кĕреймест пулсан, унăн юридици вăйĕ çук. Патшалăх влаçĕн вăйне вара суд кăларнă тата ытти актсене пурнăçлакан органсен эффективлăхĕ палăртать. Вĕсем пулăшнипе суд тата ытти полномочиллĕ органсен йышăнăвĕсем хăвăрт тата ытлашши тăкаксăр пурнăçа кĕреççĕ. Çакнашкал ятарлă органсен шутне Раççей Федерацийĕн суд приставĕсен Федераллă Служби те кĕрет.

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕлтĕрхи октябрĕн 2-мĕшĕнче йышăннă «Суд йышăнăвĕсене пурнăçлас ĕç çинчен» федераллă саккун вăя кĕчĕ. Ăна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те суд приставĕсем. Федераллă саккунăн çĕнĕ варианчĕ суд приставĕсен служба тивĕçĕсене мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕртни пирки суд приставĕсен Вăрнар районĕнчи пайĕн пуçлăхне - аслă суд приставне Василий Иванович Харитонова каласа пама ыйтрăмăр.

- Ку саккун вăя кĕнĕ май, сирĕн ĕçре мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç;

- Каласа хăвармалла, унчченхипе танлаштарсан хальхи  саккунра суд тата суд приставĕсен-исполнительсен ĕç практикине юлашки  вун çул хушшинче кĕнĕ улшăнусем вырăн тупнă. Вăл  парăмсене шыраса илекенсене хушма хÿтĕлев парать, парăмçăна тата унăн çемйине пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк пурлăх  тĕкĕнменлĕхне тивĕçтерет тата ытти те. Тĕпрен илсен, ку саккун судсен тата ытти органсен йышăнăвĕсене пурнăçлама  хушма мелсем кĕртет, урăхла каласан суд приставĕсен полномочийĕсене самай анлăлатать.

Чи пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсенчен пĕри - хаклă хутсене тата пурлăх прависене шыраса илес ыйтупа çыхăнă нормăсем. Кунсăр пуçне парăмçăн арестленĕ пурлăхне хаклас тата вырнаçтарас  енĕпе çĕнĕ положени тăратнă.

10 çулхи ĕç опытне никĕсе хурса, халĕ суд приставĕсене - исполнительсене суд йышăнăвĕсене пурнăçлас ĕçе пăхса тухма чарма тата  пăрахăçлама полномочисем панă. Тахçан ун пек  пулман, анчах паянхи кун пурнăçлав ĕçне Раççей Федерацийĕн тĕп суд приставĕн Раççей ФССП пĕр территори органĕнчен теприне, РФ субъекчĕсен тĕп суд приставĕсен пĕр структура подразделенийĕсенчен урăххине куçарма  ирĕк пур. Çавăн пекех вĕсене тата аслă суд приставĕсене йышăнусене, суд приставĕсен-исполнительсен ĕçне хирĕçлесе çырма май пама та пăхнă саккунра.

- Василий Иванович, пĕлетпĕр, суд приставĕсен-исполнительсен тивĕçĕсем анлă, вĕсем судсен тата ытти органсен йышăнăвĕсене пурнăçлассипе тимлеççĕ. Саккуна кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем вĕсен служба ĕç-хĕлне мĕнле улăштарчĕç;

- Чăнах та, улшăнусем пур. Суд приставĕ-исполнитель, сăмахран, парăмçăна Раççей Федерацийĕнчен тухса кайма вăхăтлăха чарма пултарать. Çапах та палăртмалла, ку йышăну суд акчĕпе никĕсленнĕ документа пурнăçланă чух кăна вырăнлă. Ытти документсем тĕлĕшпе ку ыйтупа суда тухмалла.

Енчен те парăмçăн урăх пурлăх çук е вăл çителĕксĕр-тĕк, суд приставĕ патшалăх регистраци органне парăмçăн харпăрлăхра мĕнле пурлăх пуррине пĕлтерме ыйтни те пĕтĕмпех саккунлă. Служба тивĕçĕсене пурнăçланă май темĕнте курма-илтме  тивет. Пĕрисем килĕсене кĕртмеççĕ, тĕрлĕ киревсĕр сăмахсемпе те  хăртаççĕ. Малашне, акă, суд приставĕсем-исполнительсем понятойсемпе пĕрле, парăмçă килĕшмесен те, ун кил-çуртне кĕни саккуна хирĕçлемест. Парăма кĕнĕ çыннăн укçа-тенкĕ, пурлăх е пурлăх прависем пуррипе-çуккине тĕрĕслеме банксенче, ытти кредит организацийĕсенче, пурлăх прависене регистрацилекен органсенче, хаклă  хутсемпе ĕçлекен çынсенчен сведенисем пухма та ирĕк пур.

- Тăван ачисене алимент тÿлемесĕр тарса çÿрекен ашшĕ-мăшĕсем тата кредитсем илсе «çухалакансен» парăмĕсене шыраса илессипе тимлеме тивет-и;

- Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса суд приставĕсен следстви тивĕçлĕхне РФ Уголовлă кодексĕн 157-мĕш тата 177-мĕш статйисене уйăрса панă. Пĕрремĕшĕ алимент тÿлессинчен пăрăнакансене, иккĕмĕшĕ кивçене тавăрса пама  «юратманнисене» айăплать.

Пĕлтерĕшлĕ хыпар: банк парăмçисем кăна мар кивçене вăхăтра татман çынсем те суд тенкелĕ çине ларма  пултараççĕ. Анчах уголовлă явап тыттарни,  сăмах май, парăма татассинчен хăтармасть. Суд приставĕсен службин тĕп тĕллевĕ, паллах, çынна тĕрмене лартасси мар, суд йышăнăвне  пурнăçласси. Чăннипе, суд парăмçăна сайра хутра йĕплĕ карта леш енне ярать. Енчен те çыннăн ĕç пур-тăк, ăна штраф хураççĕ е  условнăй майпа ирĕкрен хăтараççĕ. Çапах та шутласа пăхăр-ха: судпа айăпланни ята варалать, ăна «тасатма» çăмăл мар. Сăмахран, патшалăх службинче ĕçлеме е ытти пысăк должноçсене йышăнма сирĕншĕн алăксем хупă.

Çыннăн яланхи ĕç вырăнĕ çук пулсан вара; Кун пек чухне суд парăмçăна ĕçлесе тÿрленме шанăç парать, ĕç укçин пайĕ парăма татма каять.

Хăратас килмест, анчах кивçен илекенсем тĕлĕшпе тимлĕхе уйрăмах çирĕплетрĕмĕр. Иртнĕ çулта кăна кредит тÿлессинчен пăрăнакансем тĕлĕшпе 200 енне уголовлă ĕç пуçарнă. Парăмçăсем темиçе пин хут нумайрах пулнине шута илсен, ку пысăк мар кăтарту.

Юлташсенчен е фирмăсенчен кивçен илнĕ, анчах ун çинчен манмаллипех маннă граждансен те савăнма сăлтав çук, вĕсене те тивĕçлĕ явап кĕтет. Пурнăçра пĕлме çук: тепĕр чухне çывăх тăван та шанăçран тухать. Тĕрĕссипе каласан, тĕрĕс хатĕрленĕ килĕшÿ «юлташла» парăма  тавăрассине самаях çăмăллатать. Килĕшĕве свидетельсем умĕнче алă  пусса çырсан тата нотариус патĕнче çирĕплетсен аванрах. Тепĕр сĕнÿ: граждансен те, банксен те килĕшĕве уйрăм пункт - уголовлă явап çинчен асăрхаттарни - кĕртмелле. Çапла майпа уçăмлăх палăрать. Суд йышăну кăларать. Ун хыççăн гражданина хăй ирĕкĕпе суд йышăнăвне пурнăçлама шанăç параççĕ. Вăл килĕшмесен суд йышăнăвĕсене пурнăçлас ĕç пуçарма тивет - каллех парăма ирĕклĕн татма май пур. Парăмçă çав-çавах кивçен паракантан тарса çÿрет пулсан, ăна икĕ хутчен асăрхаттараççĕ. Анчах виççĕмĕш асăрхаттару пулмасть, тÿрех уголовлă ĕç пуçăнать. Шырав ĕçĕ вара милици сотрудникĕсен тивĕçĕ шутне кĕрет.

Каласа хăварас килет: саккуна кĕртнĕ çĕнĕлĕхсен тĕп тĕллевĕ - суд приставĕсен ĕçĕ-хĕлĕн витĕмне вăйлатассипе, патшалăх прависене хÿтĕлессипе çыхăннă.  Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртессипе саккуна çирĕп пăхăнса тимлетпĕр.

Юлашкинчен, майлă самантпа усă курса, юридици е экономика енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксене хамăр службăна ĕçе йыхравлас килет. Мĕн сĕнет-ха суд приставĕсен служби - престижлă ĕç тата карьера ÿсĕмĕ. Кăмăл тăвакансене суд приставĕсен Вăрнар районĕнчи уйрăмĕнче кĕтетпĕр.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2008
00:00
Поделиться
;