Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ВУЛАКАНА МĔН КАНĂÇСĂРЛАНТАРАТЬ?

Хаçатăн пирвайхи критерийĕсем - вулакансем. Çавăнпа та номерсене калăпланă чухне вĕсен шухăшĕсене, сĕнĕвĕсене те тĕпе хума тăрăшатпăр. Юлашки вăхăтра  хаçат тусĕсемпе вырăна тухса тĕл пулусем йĕркелени те «Çĕнтерÿ çулĕн» сумне ÿстерме пулăшрĕ.

Юнкун, акă, район хаçачĕн кунĕ Вăрманкасра иртрĕ. Каламалла, çулталăк хушшинче кунта вулакансен йышĕ икĕ хут ÿсрĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Вячеслав Николаев çакăншăн пухăннисене тав турĕ, малашнехи плансем, тăван изданине хумхантаракан ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.

Вулакансем те хăйсем шухăшĕсене каларĕç. Пĕтĕмĕшле хаçатăн сăн-сăпачĕпе содержанийĕ вĕсене тивĕçтерет, анчах критика дефицичĕ пуррине уççăн палăртрĕç. Редактор çакна шута илме шантарчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 марта 2008
00:00
Поделиться
;