Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хушма диспансеризаци витĕр тухнă

2006 -2007 çулсенче 1711 çын (бюджет сферинче тимлекеннисем - 1073-ĕн, сиенлĕ ĕçре вăй хураканнисем - 638-ĕн) хушма диспансеризаци витĕр тухнă. Вĕсен сывлăхне врач-специалистсем - терапевт, эндокринолог, хирург, невролог, офтальмолог, уролог, гинеколог - тĕрĕсленĕ. Çынсем хăйсен юнне, шăкне лаборатори тĕпчевĕсем тутарнă, флюорографи тăнă.

40-55 çулчченхи хĕрарăмсем сĕт парĕсене маммографи тата УЗИ, арçынсем арлăх органне УЗИ тутарттарнă.

Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн диспансеризаци витĕр тухнисене сывлăхĕ мĕнлине кура çак ушкăнсене уйăрнă:

I ушкăн - сыввисем*

II ушкăн - чир-чĕр аталанас хăрушлăх пуррисем*

III ушкăн - амбулатори условийĕсенче тĕпчев тата сиплев ирттермелли çынсем*

IV ушкăн - чир-чĕр шала кайнине пула диспансер учетĕнче тăракан стационар условийĕсенче тĕпчев тата сиплев ирттермелли пациентсем*

V ушкăн - хаклă тата пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ кирлĕ çынсем.

Бюджет сферинче вăй хуракансем хушшинче мĕнле чирсене ытларах тупса палăртнă-ха; Пĕрремĕш вырăнта - куç, иккĕмĕшĕнче - юн çаврăнăш системин, виççĕмĕшĕнче - эндокрин системин, тăваттăмĕшĕнче шăмă-мышца системин чирĕсем. Паллах, вĕрентÿ тытăмĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, социаллă хÿтлĕхре, культурăра, физкультурăпа спортра ĕçлекенсене апата ирĕлме пулăшакан органсен, шăк, нерв системисен чирĕсем те аптратаççĕ.

«Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ĕçлекен граждансен хушма диспансеризацине ирттерме район тĕп больницине 2006 çулта 536500 тенкĕ, 2007 çулта 707940 тенкĕ уйăрнă. Çав суммăн 70 процентне диспансеризаци ирттерме пулăшнă шурă халатлă ĕçченсен шалăвне ÿстерме, 30 процентне медицина тĕпчевĕ валли инструментсем, ытти материалсем илме янă.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 марта 2008
00:00
Поделиться
;