Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кăвакал чĕппи конверт çинчен салам ярать

Чăваш ене майăн 10-11-мĕшĕсенче Шупашкарта хăвăрт утассипе иртекен XXIII Тĕнче Кубокĕн талисманне сăнланă 420 пин экземпляр почта конверчĕ килсе çитнĕ.

Кунашкал серие 2003 çулта Шупашкарта иртнĕ Европа Кубокĕ тĕлне те кăларнăччĕ. Раççей почтин  Чăваш енри управленийĕн пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, ун чухне конвертсен сăнамалли партине кăна кăларнă. Анчах йăнăшман, почта сувенирĕсем хăвăрт саланнă. Çавăнпа та оригинал-макетлăзаявкăсене «Марка» издательство центрне иртнĕ кĕркуннех тăратнă.

Сутлăхра вара кăвакал чĕппиллĕ конвертсем çывăх кунсенчех тухмалла


"Çĕнтерÿ çуле"
26 марта 2008
00:00
Поделиться
;