Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Уçман çĕре» кам уçĕ?

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Правительство çурчĕн Пĕчĕк залĕнче, район-хула пуçлăхĕсен Канашĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçлекен Канашăн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Ăна Николай Федоров Президент ертсе пычĕ.

           Пĕрлехи лару «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ мĕнле пурнăçланнине, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пушă выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе республикăра мĕнле ĕçленине, «Раççей гражданĕсене - туянма май пур тата хăтлă хваттерпе тивĕçтересси», çурт-йĕр тăвакан «ИСК» ООО комбинат малашлăхĕ пирки, экологи хăрушсăрлăхĕ туса хурасси,  йăлара пухăнакан каяшсене сиенсĕрлетесси çинчен тата ытти ыйтăва пăхса тухрĕ.

           - Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсем республикăра пурăнакан кашни çынна тÿрремĕнех пырса тивеççĕ, - терĕ Президент. - Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртни ял хуçалăх продукцийĕн пахалăхĕпе тата продукци хакĕпе, çынсем çĕрпе мĕнлерех усă курнипе çыхăннă, пурăнмалли хваттер нумайрах тăвасси çурт-йĕр комбинатне анлăлатнинчен, унăн хăватне ÿстернинчен килет. Экологи хăрушсăрлăхĕ туса хуни тавралăха тирпейлĕ тытма,  çынсен пурнăçне лайăхлатма май парĕ.

           ЧР ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев республика агропромышленноç комплексĕнче приоритетлă наци проектне мĕнле пурнăçлани çинчен каласа пачĕ. Кăçал ял хуçалăхĕнче ял хуçалăх продукцийĕн индексĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 104,9 процент пулнă, аш-какай туса илесси (чĕрĕ виçепе) 12,7 процент ÿснĕ. Сĕт туса илесси 102,1 процентпа танлашнă. Шел те,  министр пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне сăвакан ĕнесен йышĕ 1,2 процент, сыснасен йышĕ 9 процент чакнă.

            Республикăра уйрăм çын тытакан хушма хуçалăхсен 14,6 проценчĕ патшалăхран çăмăллăх кредит илнĕ. «Вырăнти влаçăн харпăр хăй çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе хăйсенчен мĕн килнине  пĕтĕмпех тума тăрăшмалла», - палăртрĕ Президент.

              Çав хушăрах ларура уйрăм çын тытакан хушма хуçалăха çăмăллăх кредитпа тивĕçтерес енĕпе начар ĕçлекен  ял тăрăхĕсене те илсе кăтартрĕç.

            Ларура ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртес ĕçре пысăк çитменлĕхсем пуррине палăртрĕç. Чăваш ен Ял хуçалăх тата пурлăх министерствисем, муниципалитет районĕсемпе федерацин Чăваш Республикин территорийĕнчи органсем ял тăрăхĕсене инвестици хывма чăрмантараççĕ. Вĕсене Президент çивĕч критиклерĕ. Сăмахран, вырăнти хăй тытăмлăх тăрăхĕсенчен нумайăшĕ инвесторсене çĕре арендăна илме пысăк коэффициентсем  палăртса хунă, кирлĕ документсене хатĕрлесе çитерме тĕрлĕ шайри пÿлĕмсем тăрăх нумай вăхăт çÿресе вăхăта ирттерме тивет. «Агро-синтез» ертÿçи Павел Авдонин Чăваш енĕн вырăнти влаç органĕсем çĕре арендăна илес ĕçре пысăк чăрмавесм кăларса тăратни çинчен пăшăрханса каларĕ. Президент çакăн пек çирĕп тĕллев палăртрĕ - кăçал республикăра 50 пин гектартан кая мар çĕр лаптăкне çĕнĕрен çаврăнăша кĕртмелле. Строительство министрĕ Александр Гончаров «Раççей гражданĕсене - туянма май пур тата хăтлă хваттер» приоритетлă наци проекчĕ мĕнле пурнăçланнипе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр Чăваш енре 1 миллион та 4,3 пин тăваткал метр хваттер тунă, ку 2006 çулхипе танлаштарсан - 117,5 процент.  Уйрăм çынсен вăйĕпе 684,4 пин тăваткал метр çурт-йĕр тунă (пĕтĕм лаптăкăн 68 проценчĕ). Ку енĕпе Элĕк, Вăрнар, Йĕпреç, Красноармейски,  Вăрмар, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк районĕсем аван ĕçленĕ.  Чи пĕчĕк кăтарту - Çĕнĕ Шупашкар хулин - кашни çын пуçне 0,485  тăваткал метр тивет. Ку хулара çынсене  хваттерпе тивĕçтересси пĕчĕк шайра - пĕр çын пуçне 17,9 тăваткал метр.

            «Пурăнмалли çурт-йĕр строительствин индустри никĕсĕ çине куçмалла, нумай хутлă мар тата кĕске хушăра  туса лартма май пур хваттер ытларах пулмалла», - терĕ министр. Республикăра çакна пурнăçлама майсем çителĕклĕ.  Ку мел çынсене кивĕ çуртсенчен çĕннине вăхăтра куçарма пулăшĕ, çамрăк çемьесем, уйрăм категорири çынсем хăйсен хваттер условийĕсене лайăхлатма пултарĕç.

              Экологи хăрушсăрăлхĕ çинчен  ыйту сÿтсе явнă чухне Президент çакна палăртрĕ: хытă каяшсене ирĕке тĕлли-паллисĕр кăларса  пăрахакансенчен тĕрĕслев органĕсен çирĕпрех ыйтмалла. Ку ыйтупа халăхра ăнлантару ĕçне тĕпрен вăйлатмалла, организацисен ертÿçисен çÿп-çапа пухма тата ирĕке илсе тухма килĕшÿ тумалла. Президент çуркунне «Çÿп-çапа хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх» ирттерме сĕнчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 марта 2008
00:00
Поделиться
;