Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар поселокĕнчи Пысăк асап тÿснĕ тата Çĕнтерÿçĕ Çветтуй Георгий Православи Чиркĕвĕ

Вăрнар поселокĕнчи Пысăк асап тÿснĕ тата Çĕнтерÿçĕ Çветтуй Георгий Православи Чиркĕвĕн прихучĕ ПĔЛТЕРНИ

 

Вăрнар районĕн хисеплĕ çыннисем!

Юлашки вăхăтра пирĕн тăрăхра  темĕнле «проповедниксем» нумайланчĕç. Вĕсем Турă çинчен, тĕнче пĕтесси çинчен калаçу пуçлаççĕ, Библие пĕрле вĕренме сĕнеççĕ. Çавскерсем килтен-киле çÿреççĕ, иртсе пыракансене чарса тăратаççĕ, хăйсен литературине тÿлевсĕрех илме сĕнеççĕ. Çавна май пирĕн Храм прихучĕ çав çынсем камсем пулнине тата вĕсемпе тĕл пулнă чухне харпăр хăйне мĕнлерех тыткалама кирлине халăха ăнлантарассине хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать.

Çав çынсем - тĕнчери чи пысăк сектăсенчен пĕрин, «Иегова свидетелĕсем» текенскерĕн - представителĕсем. Вĕсенчен кашнийĕннех харпăр хăйĕн ĕç планĕ, çирĕплетсе панă участок (пÿрт, урам, ял) пур, çавскерсен кашни хваттере, кашни киле  кĕрсе тухмалла. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - çынсене тĕрлĕ майсемпе-мелсемпе хăйсен сектине явăçтарасси. Çавна май калаçăва çынсене хумхантаракан темăсенчен пуçлаççĕ, унтан, улталаса, хăйсем тепĕр хут çырнă Библири фактсене тата цитатăсене пăсса кăтартса, çынсене çывăх вăхăтра тĕнче пĕтессипе хăратаççĕ, унтан «чи  кирлине» пĕлтереççĕ: вĕсен организацийĕнче кăна çăлăнма пулать имĕш. Сектăна лексен, çын çав организаци чури пулса тăрать. Мĕншĕн тесен ăна çине тăрса çакна ĕнентереççĕ: ертсе пыракан корпораци хушăвĕсене пурнăçланипе вăл Турă  ирĕкне пурнăçлать имĕш, енчен те Армагеддон вăхăтĕнче çăлăнас тетĕн пулсан, çакна килĕрен çÿренипе тата çынсем хушшинче вĕрентнипе тивĕç пулмалла.

Секта членĕсене патшалăх символикипе гербне тата патшалăх уявĕсене хисеплеме, çар службинче тăма чараççĕ, аслă пĕлÿ илнине ырламаççĕ. Сектăна лексен, çынсен хăйсен мĕнпур тупăшĕн 10 процентне «турра» (организацие) памалла, хăйĕн укçи-тенкипе литература туянса ăна тÿлевсĕр валеçсе çÿремелле тата ытти пурне те тивĕç тÿлевсем хывмалла.

Православи Чиркĕвĕ çак организацин христиан тĕнĕпе пĕрлехи нимĕн те çукки çинчен çирĕппĕн пĕлтерет. «Иегова свидетелĕсем» Таса Троицăна, Иисус Христос Турра, Иисус Христос Хĕресне, Турă Амăшне, çветтуйсене, турăшсене, вилнисене асăнса кĕлĕ тунине т. ыт. те йышăнмаççĕ. Вĕсен вĕрентĕвне  çынсем шутласа кăларнă, çавăнпа унăн Турă халалĕсемпе пĕрлехи нимĕн те çук. Вĕсем усă куракан Библие  сектантсем хăйсен вĕрентĕвне  кирлĕ пек тепĕр хут  çырнă, çавăнпа унта тĕрĕсмарлăхсем темĕн чухлех, ăнланусене улăштарнă. Православи чиркĕвĕ вилнĕ хыççăн сектантсене юрласа ăсатмасть те. Чылай çĕршывра çак сектăна официаллă йĕркепе чарнă, хăшпĕрисенче ăна тĕнпе çыхăнтармасăр бизнес-организаци вырăнне хурса йышăнаççĕ.

Тĕл пулнă чухне «свидетельсемпе» калаçмалла мар, вĕсене пÿрте е хваттере те ан кĕртĕр. Вĕсемпе тавлашни пĕлтерĕшсĕр, вĕсене пурпĕр ÿкĕте кĕртейместĕр - «свидетельсен» пуçĕнче хăйсен вĕрентĕвне сире ĕнентерес тĕллев кăна, урăх шухăша илтме пултараймаççĕ. Вĕсен литературине - «Сторожевая башня»,  «Пробудитесь» журналĕсене, листовкисене - хăюллăн çунтармалла, çакăншăн сире нимĕнле çылăх та пулмĕ.

Юлашкинчен пурне те ас-хакăлпа шухăш-кăмăл тĕлĕшĕнчен тĕрĕс пулма сĕнесшĕн, сектантсен серепине ан çакланăр, хăвăрăн ачăрсене вĕсен аллине ан парăр. Акă мн каланă Петр апостол хăйĕн 2-мĕш çырăвĕнче: «Эй савнă тăванăмсем, çакăн çинчен хăвăра малтанах систерсе хунă тăрăх, эсир сыхă тăрăр, йĕркесĕр çынсем аташнă хыççăн кайса, хăвăра вĕрентнине пăрахмалла ан пултăр. Тиветпе хăватлăланнăçемĕн хăватлăланăр, хамăра Çăлакан Иисус Христос Туррăмăра пĕлнĕçемĕн пĕлсе пырăр. Вăл халĕ те, ĕмĕрлĕх кунĕнче те мухтавлă. Аминь» (3.17-18).

Сектантсене хăйсене уйрăммăн çакна калас килет: сире «свидетельсене» критиклекен литература вулама  чараççĕ. Çакă мар-и секта  хăйĕн ĕçне-хĕлне пытарнине яр-уççăн çирĕплетекен тĕслĕх. Пирĕн Чиркÿ киоскĕсенче эсир хăвăрăн çак организаци историйĕ çинчен ÿкернĕ документлă фильма  пăхма вăхăтлăха илме пултаратăр. Ăна пăхсан,  пухусенче хăвăра мĕн каламаннине нумай пĕлме май килнĕ пулĕччĕ. Çак фильма пăхăр та харпăр хăй тĕллĕн пĕтĕмлетÿсем тăвăр. Нивушлĕ эсир Америкăри суя пророксемшĕн ĕçлессишĕн хăвăрăн мăн аслаçу-асаннÿсен тĕнне сутма  хатĕр; Тăна кĕрĕр! Сире илсе пыракан çул - тамăк çулĕ!

 

 

Пысăк асап тÿснĕ тата  Çĕнтерÿçĕ Çветтуй Георгий  Православи Чиркĕвĕн прихучĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 марта 2008
00:00
Поделиться
;