Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ветерансем – Вăрнар райповĕн мухтавĕ

Вăрнар райпо Канашĕ кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене яланах чыс-хисепре тытать. Ку тытăмра вĕсем 212-ĕн. Ветеран-кооператорсем такăрлатнă çул сулмаклă, вăл вара пысăк опыта, аталанупа чĕрĕлÿ тапхăрĕсене, чи кирли - ĕçе чунтан юратнине пĕрлештерет.

Вăрнар райповĕн 85 çулхи юбилейĕ умĕн потребкооперацин «шур сухалĕсем» çавра сĕтел тавра пуçтарăнчĕç, истори страницисене тепĕр  хут пысăк кăмăлпа аса илчĕç. Галина Николаевна Лукина акă нумай çул лавкка заведующийĕнче, Елена Георгиевна Краснова экономистра, Николай Николаевич Васильев автобаза директорĕнче, Руфина Михайловна Асонова çăкăр комбиначĕн ертÿçинче, Тамара Александровна Абрамова тĕп бухгалтерта, Зоя Самуиловна Капанирова производство заведующийĕнче, директорта тата технологра тимленĕ.

Т.А.Абрамова акă хăйĕн пурнăçĕн 40 ытла çулне потребкооперацие халалланă. 1960 çулта Вăрнар поселокĕн потребительсен обществине ĕçе вырнаçма килсен ĕмĕрлĕхе суту-илÿ тытăмне парăнассине шутлама та пултарайман вăл. Пĕчĕк  ĕç укçи те хăратман çамрăка - ĕçлес кăмăлĕ пысăк пулнă. Çулсем хушши туптаннă ăсталăхĕ райпон шут ĕç тытăмне çирĕп йĕркелеме май  панă. Ахальтен мар ĕнтĕ Тамара Александровнана Раççей Центрсоюзăн тата Чăвашпотребсоюз Канашĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.

Н.Лукинан та хыçра - çăмăл мар ĕç çулĕсем. Суту-илÿ системинчи 31 ытла çулра вăл чылай магазинăн ят-сумне ÿстерме пултарнă. Çирĕплĕхпе, яваплăхпа ăна çитекен пулман. Пĕтĕм ÿсĕм кадрсенчен килнине кура вĕсене пĕлсе пуçтарнă. Ĕçтешĕсем, клиентсем, партнерла организацисем хушшинче ăна яланах ырăпа асăннă. «Çемьере тупайман телее ĕçре тупрăм», - тет халĕ ĕç ветеранĕ.

Р.М. Асонова - потребкоопераци ветеранĕ, отличникĕ - та райпо тытăмне çĕклес ĕçе пĕчĕк мар тÿпе хывнă. Вăтăр çул ытла вăл чи кирлĕ те  пархатарлă ĕçре - çăкăр пĕçерессинче - тимленĕ. Пекаре вырнаçнă пĕрремĕш кунсенче каярах çак коллектива ертсе пырасси пирки тĕлленме те пултарайман вăл.  Çăкăр комбинатĕнче паян тимлекенсем 30 - 40 çул каяллахи йывăрлăхсене ветерансен сăмахĕсем тăрăх кăна пĕлеççĕ,  ун чухне вара пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă: алланă, çăрнă, формăсене кăмакана 4 - 5 метрлă йывăç кĕреçесемпе хывнă. Кунне виçшер тонна кăпăшка çăкăр пĕçернĕ. Электричество çуттине сÿнтернĕрен краççын лампипе те  сахал мар ĕçленĕ, кÿрсе килнĕ шыв пĕтсен, çăла чупма тивнĕ.

Аслă ăру çыннисен чăтăмлăхĕ, ĕçлес кăмăлĕ паянхи çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Пурнăç аталаннă май пекарьнăна çĕнĕ кăмакасем вырнаçтарнă - комбинат кунсерен 30 - 32 тоннăшар çăкăр изделийĕ кăларма тытăннă. Кунсăр пуçне Пăртасра, Кульцавра, Вăрманкасра, Çĕрпелте, Кĕçĕн Кипекре пекарньăсем ĕçленĕ. Çулсем пулман. Тоннăшар çăнăх, çĕр кăмрăкĕ тиенĕ машинăсем пылчăкра е çил-тăманра час-часах лакса ларнă. Мĕнпур йывăрлăхсене пăхмасăр коллектив яланах малтисен ретĕнче пулнă, тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ.

З.С.Капанирова обществăлла апатлану системинче 38 çул тĕрлĕ должноçсенче тимленĕ. Зоя Самуиловна суту-илÿри çемье династине чыслăн тăснă (ашшĕ Калинино ялповĕнче тăрăшнă): нумай çул технологра, склад заведующийĕнче, производство ертÿçинче, калькуляторта, директорта вăй хунă. Ку сфера ăна мĕн ачаран илĕртнĕ. Саранскри коопераци техникумне пĕтерсен Вăрнарти райпотребсоюзăн 2-мĕш чайнăйне аслă повара вырнаçсан унран телейлĕрех çын пулман та пулĕ.

Анчах ĕç çăмăл мар. Техникумра мал технологиллĕ оборудованипе ĕçлеме вĕрентни кунта малтанлăха кирлех те пулман. Чайнăйĕнче алăпа çавăрмалли аш арманĕ кăна ларнă. Пăсăлакан продукцие пăр тултарнă ятарлă ещĕксенче упранă.

Çулсем иртнĕçемĕн обществăлла апатлану системи ура çине тăнă. Çĕршыв экономикин ÿсĕмĕ ку тытăма та аталанма май панă: «Огонек» ресторан, кондитер цехĕ уçăлнă.

- Общепитра мана аслă бухгалтерсăр пуçне мĕнпур должноçра ĕçлеме тиврĕ, - тет Зоя Самуиловна. - Йывăрлăхсем сахал мар пулнă, анчах 200 çын ытлаллă коллектива туслăх, ăнланулăх пулăшса пынă.

Е.Г.Краснован та хăй ĕçĕпе нихăçан та хĕрелме тивмен. Хаксемпе ĕçлемен экономиста, вăтăр çул ку енĕпе ĕçленĕскере, тĕрĕслĕхшĕн республика шайĕнче мухтанă. Тавар хакĕсем ун чухне хальхилле ирĕклĕ пулман, вĕсене тăватă çулта пĕр хутчен кăна улăштарнă. Елена Георгиевнан вара кашни лавккари хаксене тĕрĕслесе тăма тивнĕ. «Çул çинче шăнса  пăсăлни пĕрре мар пулнă, анчах та эпир хамăр çинчен мансах тăван организацишĕн ĕçленĕ», - аса илет потребкоопераци ветеранĕ.

Н.Н.Васильев автобаза начальникĕнче пĕлтĕр кăна ĕçлеме пăрахнă. Тăван кооперацине вăл 1970 çулта килнĕ, малтан водительте ĕçленĕ. Шанчăклăхне кура çулсем иртсен ăна гараж начальникне лартнă. Каламалла, Николай Николаевич ĕçленĕ çулсенче райпон çĕнĕ гаражсем, автозаправка çĕкленнĕ. Требованисем пысăк, точкăсем нумай, апла пулин те автобаза техникăпа яланах  вăхăтра тивĕçтернĕ, таварсене вырăна вăхăтра çитернĕ. Çакна та  асăнмалла: Вăрнар райповĕн автобази чылай водительсен пурнăç шкулĕ вырăнĕнче пулнă, кунта хăй вăхăтĕнче ĕçленĕ вун-вун водитель республика тăрăх саланнă.

Эпир хамăр ĕçе чунтан юратнă, - çак шухăш кашни ветеранăн сăмахĕнче уççăн палăрчĕ. Райпо аталанăвĕнче ырă ят хăварнăскерсем, паянхи пысăк коллективăн ÿсĕм-çитĕнĕвĕсемшĕн чĕререн хĕпĕртеççĕ, хăйсене сума сунăшăн тав тăваççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 марта 2008
00:00
Поделиться
;