Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аçу-аннÿн ани-çаранне нихçан ан ман

Çĕр - хаклă пурлăх. Шел те, анчах та хăш-пĕр вырăнсенче уйĕпех тыр-пул мар, çум курăк кăна ашкăрса ÿсет. Çак ырă мар ÿкерчĕк тăван тавралăх сăн-питне илемсĕрлетет, вăл-ку тăрăхра пурăнакансем çĕр-аннемĕре хисеплеменнине  кăтартать. Йăх-несĕлĕмĕрсен ятне çÿлте тытса  пыма хăçан вĕренĕпĕр; Тата хăçан çĕрĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине ăнланма тытăнăпăр;! Çĕрпе çыхăннă ыйтусем чылай. Вĕсене татса парассипе  районта мĕнле тимлени пирки райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн заместительне Александр Николаевич Борисова каласа пама ыйтрăмăр.

- Чăваш Республики çĕр айĕнчи пуянлăхпа мухтанаймасть. Тĕп пурлăх вăл - хура çĕр. Вăл хăйне хисепленине юратать...

- Хура çĕр - анне кăкăрĕ теççĕ. Вăл пире тăрантарса усрать, тумлантарать. Уй-хирте, анкартинче талккишпех çум курăк хуçаланни этем хăйĕн сăваплă тивĕçне маннине кăтартать. Республикăра акă ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 75 пине яхăн гектар çĕр пушă выртать. Çав пысăк лаптăк çинче тыр-пул та, çĕр улми те чылай туса илме пулатчĕ. Чăваш ен Президенчĕ Патшалăх Канашне янă кăçалхи çырăвĕнче çĕр ыйтăвĕ çивĕч пулнине пĕлтерчĕ. Малашлăхшăн вара, чăнах та,  паян ĕçлеме тытăнмалла. Николай Васильевич пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче район-хула пуçлăхĕсен Канашĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçлекен Канашăн пĕрлехи ларăвĕнче кăçал республикăра 50 пин гектартан кая мар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелли пирки çирĕппĕн каларĕ. Пирĕн районта усă курман çĕрсен лаптăкĕ - 4600 гектар. Кăçал республика Президенчĕ лартнă тĕллеве пурнăçлассипе хытах тимлеме тивет. Кĕр тыррисене ытларах акса хăварăпăр. Çавăн пекех кĕрхи çĕртме сухи тăвас енĕпе те ĕç калăпăшĕ ÿсĕ.

- Николай Федоров Президент Чăваш ен территорийĕнче акăнмасăр выртакан çĕрсем пуррине муниципалитет шайĕнчи ертсе пыракан тытăмсем тухăçлă ĕçлесе пырайманнипе çирĕплетет...

Çĕрпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курни - ăнăçлă аталану никĕсĕ. Апла вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен яваплăха туйса ĕçлемелле. Кульцав ял тăрăхĕнче усă курман çĕрсем - 1060 гектар, Вăрманкаспа Пăртас ял тăрăхĕсенче - 900-шер гектар. Вĕсем Аçăмçырми (610), Уйкас-Кипек (530), Малти Ишек (400), Ершепуç (200) ял тăрăхĕсенче те пур. Паллах, вырăнти хуçалăхсем ура çинче çирĕп тăманни, ĕç вăйĕ çитменни пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне  кĕртме чăрмантарать. Ял çыннисен те хастартарах  пулмалла, çĕр пайне уйăрассипе хытах тимлемелле. Çак ĕçе 2009 çулхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕччен пурнăçламасан усă курман çĕр лаптăкĕшĕн те налук  тÿлеме лекет. Капла харпăрлăх прависене регистрацилесен çĕре арендăна пама, сутма пулать. Паллах, ĕçлес  кăмăллисене, пуçаруллă инвесторсене çул уçсах памалла. Акă Мускав  енчи «Агро-синтез» предприяти районти ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пушă выртакан çĕрсем çинче биотопливо валли рапс çитĕнтересшĕн. Çумкурăклă анасем ан пулччăр тесе аш-какай комбиначĕ те, «Родникпа» Вурнарская агрофирмăсем те, «Агрохмель»  тулли мар яваплă общество та тăрăшать.

2008 – 2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе йышăннă патшалăх программи «АПК аталанăвĕ» наци проектне малалла тăсать. Ăна пурнăçлассипе теветкеллĕ ĕçлер.



"Çĕнтерÿ çуле"
29 марта 2008
00:00
Поделиться