Кузьминсен - ылтăн туй
«Çирĕп çемье - пурнăç тĕрекĕ. Çемье вăл - телей. Телее вара тупма пĕлмелле. Телей вăл - çемьери килĕшÿ. Çемье телейĕ - пурнăç нушине сирекен хÿтлĕх. Çирĕп те туслă çемьешĕн нимĕнле йывăрлăх та хăрушă мар» - çапла калаççĕ халăхра. Çулсем иртеççĕ, ĕмĕрсем хыçала юлаççĕ, анчах та ĕлĕк-авалхи çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ чакмасть. Вĕсем Вăрманкасри Кузьминсен çемйи çинчен каланăпа пĕрех туйăнаççĕ.
Мăшăр кăвакарчăнсем пекех килĕштерсе пурăнаççĕ Раиса Николаевнапа Геннадий Кузьмич Кузьминсем.
Пурнăçа тивĕçлĕ пурăнса ирттерме ăс, чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх, ĕçре пиçĕхни, тÿрĕлĕхпе сăпайлăх, чăнлăхпа ăсталăх тата ытти нумай-нумай енĕсем кирлĕ çынна. Çаксем веçех пур Кузьминсен. Кăçалхи нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче вĕсем çемье çавăрса пĕрле шăкăлтатса пурăнма пуçлани 50 çул çитрĕ.
Иккĕшĕ те вĕсем ятлă-сумлă çемьере пĕр урамрах çитĕнсе ÿснĕ.
Раиса йышлă çемьере çичĕ ачаран чи асли пулнă, кĕçех 72 тултарать пулин те хитре, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, питĕ тирпейлĕ.
Раиса мĕн çамрăклах колхозăн анлă уй-хирĕнче, икĕ çул сысна ферминче, 1956 çултан пуçласа тепĕр тăватă çул ĕне ферминче дояркăра, 24 çул ялти пекарньăра тимленĕ. Пархатарлă ĕçсемшĕн Тăван çĕршыв ăна медальсемпе Хисеп грамотисемпе чысланă.
Ĕне сăвас енĕпе районта малтисен ретĕнче пынăшăн 1957 çулта вăл Шупашкарта ирттернĕ республикăри çамрăксен пĕрремĕш фестивальне, çавăн пекех Мускавра ирттернĕ çамрăксен Пĕтĕм тĕнчери VI фестивальне кайма тивĕç пулнă.
Мăшăрĕ Геннадий Кузьмич та тăван хуçалăхра хĕрĕх çул водитель пулса ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва тухсан та хуçалăхра весовщик, заправщик пулса вăй хунă.
Ĕçне кура хисепĕ теççĕ, 1977 çулта ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ» орденпа, «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе, «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăсемпе тата нумай Хисеп грамотисемпе чысланă.
Кузьминсем виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ, çын тунă.
Инкек куçа курăнса килмест теççĕ: аслă ывăлĕ, Миша, 20 çултах сарăмсăр пурнăçран уйрăлса кайнă.
Иккĕмĕш ывăлĕ, Коля, хăйĕн çемйипе кÿршĕрех пурăнать, Надя кинĕпе иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ вĕрентекенсем. Икĕ ача вĕсен: Марина - Шупашкарта ĕçлет, çав вăхăтрах куçăмсăр майпа коопераци институтĕнче вĕренет, Сергей - строительство техникумĕн студенчĕ.
Кĕçĕн ывăлĕ - Вова - ашшĕ пекех водитель, Шупашкарта хăйĕн çемйипе пурăнать, вĕсен Таня хĕрĕ 6-мĕш класра ăс пухать.
Вăрманкасри модельлĕ библиотекăн вулав залĕнче Геннадий Кузьмичпа Раиса Николаевна Кузьминсене çемье çавăрнăранпа çур ĕмĕр çитнĕ ятпа «50 çул - ылтăн туй» уяв йĕркелерĕç. Районти загс пайĕн ертÿçи А.М. Степанова поселени пуçлăхĕ М.Н.Кошкина тата ыттисем саламларĕç.
- Çур ĕмĕр алла-аллăн тытăнса утатăр эсир çак асамлă Çĕр çинче хăвăр хывнă сукмакпа. Аллă çул сахал мар. Пĕр-пĕрне ăнлансан, пулăшса пурăнсан кăна ылтăн туй алăкне уçма пулать. Хаклă çыннăмăрсем, çĕр çинчи мĕнпур ырă та ăшă сăмахсене тивĕç эсир. Çут тĕнче сире малашне те телей кÿтĕр, чун-чĕрери юрату шевли нихăçан та ан сÿнтĕр, сывлăхăр çирĕп пултăр! - терĕ хăйĕн саламлă сăмахĕсенче загс пайĕн ертÿçи мăшăрсене парне тыттарнă май.
- 50 çул пĕрле пурăнакан мăшăрсем халĕ питĕ сахал. Тĕрлĕ сăлтавсене пула теприсен çемйи хăвăртах арканать е хăшĕ те пулин вăхăтсăр ĕмĕрлĕхех уйăрăлса каять, - терĕ ялти ветерансен Канашĕн ертÿçи П.А.Оськин. Хисеплĕ мăшăрсене ылтăн туй ячĕпе чĕререн саламласа çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ вăл.
Пурнăç çулĕпе утма çирĕп ăс-тăн панăшăн, ялан тĕрĕс пурăнма мĕн ачаран вĕрентнĕшĕн ашшĕпе амăшне ывăлĕсемпе кинĕсем чĕререн тав турĕç.