Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнар

Мăн Явăшри культура керменĕнче Нина Васильевна Андреева пуçарăвĕпе 25-60 çул хушши ĕмĕр çулĕпе пĕрле утнă мăшăрсен уявĕ иртрĕ.

Сцена çине хăпарма Нина Васильевна малтан 60 çул пĕрле пурăннă мăшăрсене чĕнчĕ. Ун пеккисем Мăн Явăшра икĕ çемье: Мария Герасимовнапа Максим Дмитриевич Дмитриевсем тата Ева Васильевнапа Петр Степанович Языковсем. Шел пулин те, Мария Герасимовнапа Максим Дмитриевич çак уява çитеймерĕç.

Вĕсем иккĕшĕ те тăван колхозра ĕçлесе  пурăннă. 4 ача çуратса ÿстернĕ. Икĕ ывăлĕ - Виталийпе Алексей - ашшĕ пекех шоферсем пулнă, вăталăххи - Володя - Совет Çар офицерĕ пулма вĕрентнĕ, хĕрачи - Эльвира Максимовна - Сăкăт шкулĕнче химипе биологие вĕреннĕ. Паянхи  кун Мария Герасимовнапа Максим Дмитриевичăн  вунпĕр мăнук, мăнукĕн ачисем тăваттă.

Сцена çине Ева Васильевнапа Петр Степанович  Языковсем хăпараççĕ. Петр Степанович пурнăç тăршшĕпех тăван колхозра ĕçлерĕ: председатель те, бригадир та пулнă, нумай  вăхăт ĕне фермин заведующийĕнче тимлерĕ. Ăна II степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕпе, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе наградăланă, Мухтав грамотисемпе Тав çырăвĕсем нумай.

Ева Васильевна тивĕçлĕ канăва тухичченех ялти шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентрĕ, вăл - ĕçпе тыл ветеранĕ. Вĕсем пĕр ывăл, тăватă хĕр пăхса ÿстерчĕç. Станислав ывăлĕ паянхи  кун Украинăра пурăнать.  Аслă хĕрачи Людмила учительница, Галяпа Лена - зоотехниксем, халĕ Мускавра пурăнаççĕ. Ира Мускавра суд системинче ĕçлет. Ева Васильевнапа Петр Степановичăн 10 мăнук, мăнукĕн ачисем виççĕ.

 Хыççăн алă çул пурнăç çулĕпе пĕрле утнă мăшăрсем сцена çине тухаççĕ Анна Семеновнапа Владимир Фомич Аршуткинсем те колхозра ĕçлерĕç. Пĕр ывăл, тăватă хĕр çуратса ÿстерчĕç. Саша ашшĕ пекех ăста механизатор пулчĕ, халĕ Мускава ĕçлеме çÿрет. Унăн  мăшăрĕ, Светлана Александровна, ялти почта уйрăмĕн начальникĕ. Аршуткинсен хĕрĕсем аякра пурăнаççĕ, пурте мăшăрлă, ача-пăчаллă. Вĕсен 14 мăнук, мăнукĕсен ачисем виççĕ.

Аршуткинсем хыççăн Нина Васильевна сцена çине хăпарма пире мăшăрпа иксĕмĕре чĕнчĕ. Вăл пире  асра юлнă пĕр-пĕр саманта  каласа кăтартма ыйтрĕ. Эпĕ мăшăрпа пĕрремĕш хут мĕнле тĕл пулни, ăна пĕрремĕш хут хамăр киле илсе кайса аннепе асаннене кăтартни çинчен каласа патăм.

Мăшăрпа иксĕмĕр 4 ача пăхса ÿстертĕмĕр: 2 ывăл, 2 хĕр. Аслă ывăл Атăл тăрăх танкерпа нефть турттарать. Тепри ветеринари  фельдшерĕ пулса ĕçлет. Аслă хĕрачи Ленинградра пурăнать, предприниматель, кĕçĕнни Улатăр районĕнче шкулта  вырăс чĕлхине вĕрентет.

Мăшăрпа иксĕмĕр те пенсие тухичченех шкулта ачасене вĕрентрĕмĕр.

«Ылтăн туй» мăшăрсем Мăн Явăшра чылаййăн, пурне те вĕсене уява чĕннĕ. Анчах  Любовь Васильевнапа Октябрин Петровсем,  Мария Егоровнапа Николай Николаевич  Самаровсем, Зоя Сергеевнапа Василий Фомич Фоминсем, Клавдия Дмитриевнапа Иван Алексеевич Алексеевсем Зинаида Александровнапа Марат Данилович Лосевсем,  Нина Степановнапа Токсин Алексеевич Алексеевсем, Зоя Федоровнапа Александр Егорович Егоровсем,  Çĕньял Явăшран Александра Афанасьевнапа Василий Владимирович Владимировсем уявра пулаймарĕç. Вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене Мăн Явăшри мăшăрсен юбилейĕ ячĕпе тунă илемлĕ стендра вырнаçтарнă.

Малалла сцена çинче «бриллиант туй» мăшăрĕсем пулчĕç. Малтанах Людмила Матвеевнапа Илья Лаврентьевич Лаврентьевсем улăхрĕç.

Илья Лаврентьевич аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн суд ĕç системинче ĕçлерĕ, ун хыççăн нумай çул тăван колхозра профсоюз комитечĕн председателĕ пулчĕ. Людмила Матвеевна паянхи кунччен Мăн Явăшри шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентет. 5 ача пăхса ÿстернĕ: 3 ывăл, 2 хĕрача, 4 мăнук, хĕрачисем - амăшĕ пекех учительница пулма вĕреннĕ. Саша, Андрей, Алексей - предпринимательсем.

Ку ушкăнра Василий Тимофеевичпа Елизавета Аверкиевна Амаковсем те пулчĕç. Василий  Тимофеевич колхозра трактор бригадине ертсе пынă, паллă  комбайнер. Ĕçре хастар пулнăшăн  Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне илме тивĕçнĕ. 1971 - 1978 çулсенче комбайнпа тырă çапса илес енĕпе  район чемпионĕ пулнă. Василий Тимофеевич чылай вăхăт Мăн Явăшри вăтам шкулта ачасене ĕç урокĕсене вĕрентсе пурăнчĕ. Елизавета Аверкиевна  малтанхи вăхăтра ялти магазинта сутуçăра ĕçлерĕ, ун хыççăн мĕн пенсие тухичченех шкулта техслужащире вăй хучĕ. Вĕсем пĕр ывăл, икĕ хĕр ÿстерсе  ура çине тăратрĕç.

Ираида Ивановнапа Николай Георгиевич Алексеевсем мĕн çамрăкран тăван колхозра ĕçлесе ирттерчĕç. Николай Георгиевич Вăрнарти совхоз - техникумран вĕренсе тухсан пурнăç тăршшĕпех фермăра выльăхсем патĕнче ĕçлерĕ. Малтанхи вăхăтра вăл сысна фермин заведующийĕ пулчĕ, ун хыççăн ĕне фермине ертсе пычĕ. Ваттисем  калашле, выльăхсем патĕнче унăн техĕмĕ пулнă пулмалла. Ульянов ячĕпе хисепленекен выльăх фермисем нихăçан та кайри  вырăнта пулман. Ираида Ивановна та ĕне ферминче лаборанткăра сахал мар ĕçлерĕ, Вăрнара сĕт заводне яланах лайăх сортлă сĕт леçсе  тăчĕ.  Çавăнпа та пулĕ, хăйне те ял çыннисем «Сĕт Ирри» тетчĕç. Ку ĕнтĕ усал ят мар, вăл çак ĕçе тăрăшса туса  пынине кура каланă. Шофер ерçмен чухне Ираида Ивановна руль умне хăй ларатчĕ.

Николай Георгиевичпа Ираида Ивановна 5 ача пăхса ÿстернĕ: виçĕ – хĕр, икĕ - ывăл. Хĕрачисем Шупашкарта ача сачĕсенче ĕçлеççĕ, ывăлĕсем - шоферсем. Николай Георгиевичпа Ираида Ивановнан 5 мăнук. «Бриллиант кĕмĕл» туй мăшăрĕсем те пурте килеймерĕç уява. Питĕ шел!

Ялти алĕç ăсти Зоя Михайловна Владимирова уява - хитре тĕррисене курава илсе пынă. Пухăннисем вĕсене пăхса тĕлĕнчĕç.  Мăн Явăшри вăтам шкулта 2 – 3-мĕш классенче вĕренекенсем Надежда Николаевна учительница ертсе пынипе концерт лартса пачĕç. Залра ларакансем вĕсене алă çупса саламларĕç, тав турĕç.

Мăшăрсене картонран илемлетсе тунă медальонсем çакса ячĕç. Медальон çине мăшăрсем утса тухнă çул шутне çырнă, кама - 60, кама - 50, кама - 25, 30, 40.

Нина Васильевна уява çак сăмахсемпе вĕçлерĕ: «Пурнăç иккĕ килмест, ĕмĕр вĕçсĕр пулмасть, пĕр-пĕрне ăнланăр, юратса пурăнăр».



"Çĕнтерÿ çуле"
29 марта 2008
00:00
Поделиться