Вăрнар поселокĕ - республикăра виççĕмĕш
Вăрнар поселокĕ 2007 çулхи кăтартусемпе «Раççейри чи хăтлă хула» республикăри конкурсăн бронза призерĕ пулса тăнă. Çакăншăн вăл 300 пин тенкĕне тивĕçнĕ.
Материалсене халĕ Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнма федераци агентствине ярса панă. Вăрнар çинчен калакан альбом çав тери пуян. Унти сăн ÿкерчĕксем çĕнелнĕ поселокăн сăн-сăпатне кăтартаççĕ: çĕнĕ çуртсем, хитреленнĕ урамсем, парксемпе скверсем.
Материалсен пысăк пайĕ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлани, санитарипе эпидемиологи, экологи лару-тăрăвĕ, ĕç сыхлавĕ тата ытти çинчен каланипе çыхăннă.
Каламалла, ведомствăсем хушшинчи комисси республикăри конкурса пĕтĕмлетнĕ чухне Вăрнар çинчен калакан материалсен пуххи чи пахалăхлă пулнине палăртнă. Сăмах май, поселени администрацийĕнче уншăн тĕп специалист Светлана Журавлева яваплă.