Выльăх-чĕрлĕх пăхмасăр пулмасть
районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин диагностика уйрăмĕн заведующийĕ.
Веществосен ылмашăвĕн юхăмне лайăхлатма выльăхсене лайăх условисенче тытмалла, тутлăхлă апат çитермелле. Çак ĕçсене пурнăçламасан выльăхсен продуктивлăхĕ чакать. Вĕсем ытларах чирлеççĕ, мĕншĕн тесен организмăн чир-чĕр тăвакан факторсемпе кĕрешеслĕхĕ чакать.
Кăçалхи нарăс-пуш уйăхсенче ветеринари лабораторийĕ биохими тĕпчевĕ ирттерчĕ, 597 мăйракаллă шултра выльăхăн юн шывĕнче каротин, кальци, фосфор, резерв сĕлтĕлĕхĕ, пĕтĕмĕшле белок, глюкоза шайĕ мĕн чухлĕ пулнине тĕрĕслерĕ. (Таблица пăхăр).
Районти выльăхсен 38 проценчĕн каротин сахалли палăрчĕ. «Родина», «МТС» хуçалăхсенче вара вăл мĕн пур выльăхăн çитмест. Шел те, «Родник» агрофирмăра та кăтарту пысăк - 95, «Правдăра» - 90 процент. Выльăх юнĕн шывĕнчи каротин шайĕ Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра, аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари ферминче, «Янгорчино» ял хуçалăх предприятире нормăпа кăтартнă чухлех. Каротин çиттĕр тесен рационра пахалăхлă утă пулмалла. Организмра каротин А витамина куçать. Вăл сывламалли тата апата ирĕлтерме пулăшакан органсен лăймака витĕмне тытса тăма, ÿт-пĕве аталанма, куç органĕсене йĕркеллĕ ĕçлеме пулăшать. А витамин çителĕклĕ пулмасан выльăхсен пĕтĕленеслĕхĕ чакать, пăру пăрахаслăхĕ ÿсет, ĕрчевĕ те айăп-кăлтăклă пулать. Çамрăк выльăхсем япăх аталанаççĕ, пĕрмаях чирлеççĕ.
Районта тĕрĕсленĕ выльăхсен 11 проценчĕн кальци нормăран сахал. Кальци - шăмă тĕртĕмне йĕркелет.
Выльăхсен 2,4 проценчĕн фосфор çитмест пулсан 0,5 проценчĕн - нормăран иртнĕ. Пăрусене çитĕннĕ вăхăтра, ĕнесене пĕтĕллĕ чухне тата сĕт антарнă тапхăрта фосфор, кальци питĕ кирлĕ. Минерал çитменнипе выльăхсен çурăм шăмми авăнать, урисем уксаклаççĕ, çăмĕ тăрмаланса каять, аяк пĕрчисенче шăмăсем хулăнланаççĕ...
Юнра резерв сĕлтĕлĕхĕн виçи апат рационĕ мĕнле пулнине кăтартать. Шел те, ку енĕпе хăш-пĕр хуçалăхсенче лару-тăру начартарах. «МТСри», «Правдăри», «АНИКри» ĕнесен 60-40 проценчĕн сĕлтĕлĕх шайĕ нормăна тивĕçтермест.
Протеин çителĕклĕ пулмасан пĕтĕмĕшле белок шайĕ чакать. Çакна биохими тĕпчевĕ туса «Аник» агрофирмăра, «Родина» хуçалăхра, «Правда» кооперативра асăрхарăмăр. Районĕпе илсен тĕрĕсленĕ выльăхсен 18,5 проценчĕн пĕтĕмĕшле белок хисепĕ пĕчĕкленнĕ.
Протеин выльăх пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Вăл тĕртĕмсене тата клеткăсене тăвакан пластикăллă материал. Апатра протеин сахал-тăк, çитĕннĕ выльăхсен тухăçлăхĕ чакать, çамрăкисем хăвăрт ÿсеймеççĕ. Ăратлăх япăхланать.
«Мураты», «Родина», «МТС» хуçалăхсенчи выльăхсен организмĕнче глюкоза шайĕ пĕчĕк. Углеводсем çителĕклĕ пулманнипе, сахăр-протеин сахаллипе веществосен ылмашăвĕ кислотапа сĕлтĕ шайлашăвĕ пăсăлать, аминокислотасен, резерври сĕлтĕлĕхĕн, сахарăн шайĕ чакать.
Апат пахалăхлă пулмасан рациона, выльăхсене кирлĕ тутлăхлă веществосене шута илсе, улăштараççĕ. Унта клевер, люцерна уттине, пăрçа йышши курăксене, тымар çимĕçсене, аш-шăмă çăнăхне, пахалăхлă сенажпа силоса тата ыттисене кĕртеççĕ. Эпир витамин тата минерал препарачĕсем - фелуцен, биовит, тривит, тетравит... - сĕнетпĕр.