Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Яваплă тапхăр пуçланчĕ

Районта уйрăм çынсен те, хуçалăхсенче те утарсенче пыл хурчĕсен çемйисем ÿссе пыни палăрать. Пыл туса илнĕ тупăш та самай пысăкрах. Çакнашкал кăтартусем, паллах, ахальтен мар - çакă пыл хурчĕсене чир-чĕр ерессинчен асăрхаттарассипе тата вĕсен йышне ÿстерессипе пысăк ĕç туса ирттернипе  çыхăннă. Çакнашкал пĕтĕмлетÿ турĕç утарçăсен çурхи канашлăвĕнче. Çапах та сÿтсе явмалли пĕлтерĕшлĕ ыйтусем вара хурт-хăмăр ăстисен сахал мар пулчĕç - халĕ вĕсемшĕн яваплă - пыл хурчĕсене çуркуннехи вĕçĕве кăлармалли - тапхăр пуçланчĕ-çке.

Утарçăсен семинар-канашлăвĕ яланхиллех Вăрнарти 29-мĕш училищĕре иртнĕ май, Н.Васильев директор пĕрремĕш сăмах илчĕ, училище утарĕнчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Вăрнарти вăрман хуçалăхĕн директорĕн заместителĕ В.Семенов вăрманта утарсем вырнаçтарас текенсене пĕлме аренда условийĕсем çинчен каласа пачĕ, Вăрнар райветлаборатори директорĕ Е.Анисимова вара чир-чĕрсене палăртма хуртсен виллисене тĕрĕслес, хунавсене тĕпчес  йĕрке çинче чарăнса тăчĕ.

Кăçалхи хĕллене, акă, районта пĕтĕмпе пыл хурчĕсен 2486 çемйи кĕнĕ, çав шутран уйрăм хушма хуçалăхра - 2122,  ялхуçалăх предприятийĕсенче - 228 тата фермер хуçалăхĕсенче 136 çемье. Районта обществăлла 15 утар, чи пысăкки - «Санары» агрофирмăра. Ку хуçалăхра çемьесен хисепне палăрмаллах ÿстерме пултарнă. Çитĕнÿре, пĕр сăмахсăрах, Василий Ильин утарçăн тÿпи пысăк. Ĕçне кура хисепĕ: пысăк кăтартусемшĕн В.Ильин район администрацийĕн грамотине тата  парнене тивĕçрĕ.

Семинар-канашлу вăхăтĕнче тепĕр хурт-хăмăр ăстине - Кушлавăшри Валентин Иванова та - хисеп грамотипе тата парнепе чысларĕç. Республикăри хурт-хăмăр ĕçĕн агентствин пуçлăхĕ Г.Максимов пĕлтернĕ тăрăх, Кушлавăшри утарçăн пылне вăл Германие «Зеленая неделя» курава илсе кайнă. Чăваш пылĕ нимĕçсене питĕ кăмăла кайнă иккен.

Утарçăсен семинар канашлăвĕ пыл куравĕпе вĕçленни йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Хальхинче те хурт-хăмăр ăстисем чылайăн хутшăнчĕç ăмăртăва. Жюри Хураçырмари А.Алексеевăн пылĕ чи лайăххине палăртрĕ. 29-мĕш училищĕн  утарĕнче (утарçи - Н.Васильев) тата Кувçурт Мăратри В.Александров илнĕ пылсем те пысăк хака тивĕçрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
29 марта 2008
00:00
Поделиться