«Юншăн - юн» теес йÿтĕм çук. Çапах та...
Иртсе кайнă ХХ ĕмĕр - тĕрлĕ революципе, икĕ тĕнче вăрçипе кисреннĕ ĕмĕр - сивĕ те хаяр, йăваш та кăмăллă, юнавлă та хăрушă, мăнаçлă та шухă сăнсемпе тухса тăрать пулсан та, тĕрлĕ сăн-питлĕ çак пурнăçра кашни хăйĕн вырăнне шыранă: ача-пăча çуратса йăх-несĕле тăснă, çын тивлетне çухатмасăр çутă ĕмĕтсемпе малалла талпăннă. Çын хăйĕн пурнăçне яланах реххетлĕ, илемлĕ тума тăрăшать. Ачи-пăчи те ĕçе, çынна хисеплесе ÿссен вĕсем телейлĕ те хевтеллĕ шутланнă. Анчах ку телей пуриншĕн те мар.
Хальхи чăркăш та усал ăру, яш-кĕрĕм çинчен час-часах сăмах хускатаççĕ: ĕçет, туртать, çапăçать, çын вĕлерет. Шăпах юлашки çинчен калаçу пуçарасшăн та эпĕ. Хаçатçă тивĕçне пурнăçласа статья çырнă чухне вун-вун суд приговорĕпе паллашма, тĕрлĕ ĕçе тĕпчеме-тишкерме тивет. Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствипе Чăваш ен прокуратурин тата республикăри транспорт милицийĕн тĕрлĕ пулăма шута илмелли журналĕсем усал хыпарпа тулнă: унта çын виллине тупнă, кунта ÿсĕрсем çапăçса кайса пĕри теприне пурнăçран уйăрнă, хула урамĕнчи çул урлă каçмалли ятарлă çĕрте çуран çÿрекене таптанă, упăшки арăмне питĕ хытă хĕненипе лешĕ тăна кĕмесĕрех вилсе кайнă... Хăш-пĕр пулăм çинчен вулама та питĕ хăрушă - çÿç-пуç вирелле тăрать, чун сÿлетсе килет. Раççейре тĕрлĕ маньяксен, çын çиенсен, террористсен е пуç касакансен хура ĕçĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕрекенсен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Лешсем вара правосуди аллине лексен те лăпкă туяççĕ. Мĕншĕн тесен çын вĕлерекенсем хăйсен юнлă ĕçĕсемшĕн тавăру пулманнине пĕлеççĕ-çке: 1997 çултанпа чи пысăк айăплава - персе пăрахассине - пăрахăçланă.
Тĕрĕссипе, этемлĕх историйĕнче темĕн те пулнă. Çапах та çын вĕлерекене хăйĕн меслечĕпех айăплассине обществăра яланах ăнланса йышăннă. Халăхăн шухăшлавĕ-кăмăлĕ çаплах юлнă теме пулать. Нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейри халăх шухăш-кăмăлне тĕпчекен центр (ВЦИОМ) çĕршывăн 39 регионĕнче ирттернĕ соцыйтăмăн пĕтĕмлетĕвĕпе паллашма тÿр килчĕ. Унăн обществăпа çыхăну тытакан директорĕ Д.Поликанов РФ Патшалăх Думин «Çавра сĕтел» ларăвĕнче пĕлтернă тăрăх, ыйтăма хутшăннă респондентсен 78 проценчĕ преступникшăн чи пысăк айăплав персе вĕлересси пулмаллине палăртнă. Тепри çакна унчченхи, тоталитарлă режимран юлнă пулăм теме пултарнă. Çак çирĕплетÿпе пĕртте килĕшес килмест. Сăмахран, Анăç демократийĕн тĕнчинче - Америкăн пĕрлешÿллĕ штачĕсенче - мĕнле-ха; Унти тĕпчевсен пĕтĕмлетĕвĕ те пирĕн патри евĕрлĕрех: американсенчен нумайăшĕ (ĕненетĕр-и е çук, унта та 80 процента яхăн) йывăр преступлени тунă çынсене айăпласа вĕлерессишĕн. Кунта «юншăн - юн», «вилĕмшĕн - вилĕм» текен йÿтĕм пĕртте çук. Хăйсен шухăшне пĕлтернĕ çынсем каланин тĕп шухăшне пурте тенĕ пекех айăпа кĕнĕ çыннăн хăйĕн те çирĕп явап тытма тивессине (персе пăрахасси таранах) туйса тăтăр тенинче курнă.
Типĕ статистика чĕлхинчен: 20 çула яхăн каялла, тĕрĕсрех, 1989 çулта, эпир урăх патшалăхра пурăннă тапхăрта, 286,7 миллион çынлă Совет Союзĕнче вĕлерессипе çыхăннă 21467 преступлени пулнă. Çакăншăн суд 276 преступника айăпласа вĕлермелли приговор йышăннă. 1962-1990 çулсенче чи пысăк айăплава 25 пин преступник тĕлĕшпе пурнăçланă (çулталăкне вăтамран 800 çынна яхăн). Çав çулсенче «вышкăран» чăнах та хăранă. Ку преступлени тăвас туртăма чакармалли мел те шутланнă. Анчах 1996 çулта айăпласа вĕлерессине пăрахăçласси пирки ыйту çĕкленсенех (мораторие пурнăçа кĕртичченех) йывăр преступленисен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ.
Икĕ пинмĕш çул умĕн Раççейре 145 миллион (асăрхăр: 1989 çулта Совет Союзĕнче 286,7 миллион çын пулнă) çын пурăннă. Унчченхи патшалăхпа танлаштарсан çын шучĕ икĕ хут сахалраххине асăрхарĕ пулĕ вулакан. Анчах çын вилĕмĕпе çыхăннă пулăмсен шучĕ тÿнтерле икĕ хут ÿснĕ. Ултă çул каялла, пĕр çулта кăна, преступниксем ним айăпсăр 33583 çынна пурнăçран вăхăтсăр уйăрнă. Тăван республикăмăрти кăтартусем те пĕчĕк мар. Пирĕн патăмăрта та, мĕнех тăвăн, цифрăсем чакас вырăнне çÿлеллех капашаççĕ.
Вулакан темиçе çул каяллахи цифрăсемпе усă курнине ăнланать пулĕ, мĕншĕн тесе хальтереххисем - «çичĕ пичет хыçĕнче». Анчах вĕсем халĕ те хăйсен пĕлтерĕшне çухатман. Аслă Британин Шалти ĕçсен министерстви хатĕрленĕ отчетра, акă, 2002 çулта Раççейри тĕрмесемпе колонисенче 864590 çын, халăх калашле, «кирпĕч» шутланă. Ку вăл çак тапхăрта çĕршыври кашни 100 пин çын пуçне 606 «зек» тивнине пĕлтерет. Çапах та Аслă Британири асăннă ведомство çав вăхăтрах Раççейре тĕрмене хупнă çынсен шучĕ пĕчĕкленсе-чакса пынине йышăнать: 2000 çулта пирĕн çĕршывра тимĕр решеткеллĕ алăк хыçне пĕр миллион ытла преступник лекнĕ (100 пин çын пуçне - 730 тĕрме çынни). Çын вĕлерекенсен шучĕпе эпир паянхи кун та тĕнчере иккĕмĕш вырăнта. Америкăри пĕрлешÿллĕ штатсем хыççăн.
Хăй вăхăтĕнче вара Европа Канашĕ айăпласа вĕлерессине пăрахăçлама сĕнчĕ. Ун чухне çак сĕнĕве Бельги тата халĕ кăна асăннă Англи йышăнмарĕç. Раççей Ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви 1997 çулта Б.Ельцин Президент хушăвĕпе Женева конвенцийĕн 6-мĕш протоколне алă пусрĕ. Ун хыççăн çак документа ратификацилеме РФ Патшалăх Думине çитерчĕç, депутатсем ăна çирĕплетме килĕшмерĕç. Тĕнче правилипе килĕшÿллĕн çак протокол, пирĕн çĕршыв алă пуснă пулин те, Раççей территорийĕнче вăйра тăмасть. Пирĕн çĕршывра вунă çул ытла ĕнтĕ хăрушă преступленишĕн - маньяксене, çын çиенсене, пуç касакансене айăпласа вĕлермеççĕ, вĕсене ĕмĕрлĕхе ирĕксĕр хăвараççĕ. Кун пеккисем валли пирĕн çĕршывра ятарлă ултă тĕрме пур. Тата ĕмĕрлĕхе кунта лекнĕ преступникăн, вăхăт иртнĕçемĕн, çăмăлрах режимлă вырăна куçма е пахах ирĕке тухма шанăç пур. Вăл вĕлернĕ çыннăн вара;..
Раççей Федерацийĕнче суд приговорĕпе килĕшÿллĕн персе вĕлернĕ юлашки çын Ростоври А.Чикатило маньяк пулнă. Б.Ельцин указĕччен çавăн пек шăпа кĕтнĕ тепĕр 800 преступник колонисем тăрăх саланнă. Халĕ вĕсем патшалăх, тĕрĕсрех, пирĕн, налук тÿлекенсен, шучĕпе тăранса пурăнаççĕ.
Америкăн пĕрлешÿллĕ штачĕсен сеначĕ 1990 çулта айăпласа вĕлермелли çинчен ятарлă саккун йышăннă. Унта 34 тĕрлĕ преступление кĕртнĕ: вĕлернĕшĕн, сутăннăшăн, шпионла ĕçсемшĕн, наркотик сутнăшăн, çынсене вилĕм патне илсе çитернĕ ытти криминаллă ĕçшĕн. Саккуна пĕрмаях çĕнетсе пыраççĕ. 2001 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнчи теракт хыççăн Нью-Йорк штатĕнче терроризмшăн айăпласа вĕлерме йышăннă. Раççейрипе танлаштарсан, Америкăра нимĕне преступник та, нихăçан та саккун çемçелессе кĕтсе илеймест.
Танлаштарма: 1991 çулта Раççейре чи пысăк айăплава тĕрлĕ йышши 18 преступлени тĕлĕшпе пурнăçланă. Халĕ вара пиллĕкĕшпе кăна: пĕлсе юри вĕлернĕшĕн, патшалăх е общество деятельне, правосуди, право хуралĕн ĕçченĕсене вĕлерме тапăннăшăн тата геноцидшăн. Саккунра палăртнă, чăн пурнăçра вара - çук.
Вырăссен «Казнить нельзя помиловать» текен сăмах çаврăнăшĕ пур. Фемида ĕçченĕсем тепĕр чухне унта хÿреллĕ пăнчă ăçта лартассине хăйсем те пĕлмеççĕ пулинех. Ку - манăн шухăш. Тĕрĕс мар шухăшлатăп пулсан - ăнлантарăр.
Чăваш Республикинчи вилĕмпе вĕçленнĕ темиçе тĕслĕхрен иккĕшне кăна илетĕп. Пĕринче - «Мир Луксор» кинотеатр çывăхĕнчи çичĕ çын пурнăçĕ татăлнă, тепринче - «Шупашкар» универсам тăрăхĕнчинче - икĕ çын ĕмĕрлĕхе куç хупнă. Иккĕшĕнче те инкекĕн сăлтавĕ - ÿсĕр водитель. Çичĕ çынна тĕп тунă 21 çулти водитель - 7 çуллăха, икĕ çын пурнăçне питĕ хăрушла татнă милицин аслă лейтенанчĕ 2,5 çуллăха ирĕклĕхсĕр юлнă. Кашни çын пуçне - пĕрер çул. Çав вăхăтра пĕр ĕçкĕçе (кунта та сăлтавĕ - эрех) кÿршин сарайĕнчен 8 чăх йăтса тухнăшăн пилĕк çуллăха тĕрмене ăсатнă. Эпĕ мĕн калассине ăнлантăн пулĕ, хисеплĕ вулаканăм. Пĕтĕмлетĕвне хăв ту.