Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çемье - ача тĕрекĕ

Раççей Президенчĕ В.В.Путин палăртнă тăрăх 2008-мĕш çул - Çемье çулталăкĕ. Ачана лайăх воспитани парасси, тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересси, çĕршыва юрăхлă çын тăвасси çемьерен килнине ăнланма, пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕ патшалăх. Çемьене пулăшу парас шутпа пурнăçлакан реформăсем нумайланчĕç. Ку питех те савăнтарать.

Çĕршывăмăра пырса çапнă йывăрлăхсем пурнăçа самаях каялла туртса антарчĕç. Çакна пула хĕрарăмсем ача çуратма пăрахрĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Эмансипаци, феминизм, пĕртанлăх сăмахсем унта та кунта янăра пуçларĕç. Тĕлĕнмелле улшăнусем пулса иртеççĕ. 21-мĕш ĕмĕрте хĕрарăмсен тĕп тĕллевĕ лайăх мăшăр тупса çемье çавăрса ача-пăчаллă пуласси мар. Пачах урăхла - карьера картлашки тăрăх улăхасси, тĕнче подиумĕсем çинче шак-шак туса утасси, йăлтăр-ялтăр тĕспе çиçекен журналсен хуплашкисем  çине лекесси тата ытти те. Кунта ача  валли пачах вырăн çук. Танлаштарма  инçех каяр мар, 1941 - 1945-мĕш çулсене, вăрçă çулĕсене, илер. Мĕн тери тертлĕ, асаплă вăхăт! Анчах Раççей (вăл вăхăтра СССР) хĕрарăмсем нимĕнле йывăрлăхсене пăхмасăрах ачаçуратнă, çитĕнтернĕ. Упăшкисем вăрçăра пуç хурсассăн та пепкисене ура çине тăратма вăй-хал тупнă, пĕрне те ача çуртне кайса паман. Çапла, пурнăç мĕн чухлĕ  тутăрах, çăмăлрах, этем çавăн чухлĕ ытларах ачашланса, наянланса-юлхавланса пырать.

Америка хĕрарăмсем пек «ирĕклĕ» пулма тăрăшни ырри патнех илсе çитермест. Авă, юлашки çулсенче мĕн чухлĕ çын çĕре кĕчĕ! Çуралакансен шучĕ вара чылай сахал. Юлашки 2 çулта лару-тăру лайăхлана пуçларĕ. Малашне те  капла пулсан - питĕ аван.

Хĕрарăм тивĕçĕ - ача çуратасси. Ку ĕмĕртен килекен япала, çавăнпа ăна пăсма  юрамасть. Çутçанталăк йĕркине улăштарсан усаллине - çил-тăвăл, пăр-çумăр кĕтсех тăр.

Тепĕр хăрушă пулăм - çамрăксем çемье çавăрманни. Çемье кирлине ăнлансах çитеймеççĕ пулас вĕсем. Çемьере çеç ача туллин аталанса çитĕнет. Пĕр-пĕр йывăрлăха кĕрсе ÿксен пĕлет вăл: килте атте-анне пур, вĕсем яланах пулăшаççĕ, канаш параççĕ, йăпатаççĕ. Ача çурчĕсенче, урамра ÿсекен ачасен чи кирли çук - çемье ăшши. Вĕсем аннен çепĕç алли, аттен ăшă кулли мĕнне пĕлмеççĕ. Çавна пула вĕсен чун-чĕри пĕчĕкренех хытать, пăрланать. Каярахпа пĕрисем вăрă-хурах çулĕ çине тăрса тĕрмене çакланаççĕ, теприсем темĕн пекех пултаруллă пулин те хăйсен пултарулăхне аталантараймаççĕ, юлашкинчен ĕçке ярăнаççĕ.

Чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ те пур, анчах вĕсен тĕрекне туймаççĕ ачисем. Эрех-сăра пички ăшне путнă та, пĕтĕмпех лайăх. «Çемье урапи» çинче ларса пыраççĕ-ха ÿсĕр-пÿсĕрсем, анчах тилхепине тытаканĕ çук.

Ача çурчĕ... Кунта тĕмĕнле тутлă çитерсен те, ăшă тăхăнтартсан та, чаплă вĕрентсен те пурпĕр атте килне çитеймест. Воспитательсен ăшши те пурне валли çителĕксĕр.

Ачасен шăпи - аслисен аллинче. Чи малтанах ку ашшĕ-амăшне пырса тивет. Мĕнпур ыррине, кирлине ача çемьере тупать. Йăнăш утăм тăвасран каллех çемье хăтарать. Çавăнпа уйрăмах кăçал - Çемье çулалăкĕнче - çакна тимлĕх уйăрар!



"Çĕнтерÿ çуле"
02 апреля 2008
00:00
Поделиться
;