Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Автомашинăсене тустараççĕ

Мартăн 24-мĕшĕнче, тунтикун, Вăрнарти автовокзалта тăр кăнтăр кунĕнчех Тăвальушкăнь Ялтăрари Д.-н сумкине такам вăрттăн йăтса кайнă. Сумкăпа  пĕрлех документсем тата кĕсье телефонĕ çухалнă. Милици сотрудникĕсем «вĕри йĕрпе» кайса преступление çийĕнчех уçса пама пултарнă - ют япаласене «куç хывнă» Н.-на хăвăрт тытса чарнă.

Мартăн 21-мĕшĕнче, акă, вăрăсем Вăрнарти Ашмаров урамĕнчи 3-мĕш çурт килкартийĕнче И.-н ВАЗ-21074 машинине  тустарнă. Преступленилле ĕç-пуç çурçĕр тĕлнелле пулса иртнĕ. Темиçе çамрăк усал шухăшпа  каварлашса, ют автомашина алăкĕн çăрине уçса «SONI» автомагнитола, сигнализаци блокне кăларса илнĕ. Шалти ĕçсен  Вăрнар районĕнчи пайĕн «Шырав» ушкăнĕ ку киревсĕр ĕçе хутшăннисене - Хăмăшра, Авшак Элменте, Ярмушкара тата Шупашкарта пурăнакан çамрăксене - ярса илнĕ.

Сăмах май, автомашина тустарнă тĕслĕх юлашки вăхăтра пĕрре кăна пулман. Мартăн 19-мĕшĕ умĕнхи  каç Чăрăшкас Хирлепри М.-н ВАЗ-2107 автомашининчен ирĕклĕнех документсем, «Пионер» автомагнитола, аккумулятор йăкăртса кайнă. Мартăн 14-мĕшĕнче вара каçхи вăрăсен куçĕ тĕлне Хапăсри Ф.-н машини лекнĕ. Вĕсем умри алăк çăрине çĕмĕрсе автомашина салонне кĕнĕ, кĕсье телефонĕ, колонкăсем, сăран кепка, шина уçламалли насус илсе тухнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 апреля 2008
00:00
Поделиться
;