Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хальлĕхе 55 çĕршыв заявка панă

Шупашкарта иртекен XXIII Тĕнче кубокне хутшăнма заявка паракансен йышĕ ÿссех пырать. ЧР Спорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна пысăк ăмăртăва 55 çĕршыв çынни килме кăмăл тунă. Хальлĕхе Раççейрен (31 çын), Италирен (31), Мексикăран (30), Испанирен (30), Францирен (29), Польшăран (28) йышлă делегаци çитмелле. Арçын спортсменсенчен (109-ăн) ытларах 20 километрлă дистанцие утса тухма кăмăл тунă. Юниорсен ăмăртăвне 61 юниор тата 51 юниорка тухма хатĕр.

Кăçал Тĕнче кубокне Инди, Монголи, Гана, Молдова, Перу, Палестина, Марокко, Таджикистан çĕршывĕсем пĕрремĕш хут хутшăнĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 апреля 2008
00:00
Поделиться
;