Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лирикăна юратакансем

Калининăри вăтам шкулта сăвă вулакансен конкурсĕ пулчĕ. Ăна кĕнеке эрнине 65 çул çитнине халалланă. Конкурса хамăр шкултан вĕренсе тухнă. Чăваш енри краеведени юхăмĕн ертÿçи тата чăваш халăхĕн хисеплĕ академикĕ Станислав Гурьевич Отрыванов кĕске сăмах каласа уçрĕ. Ун хыççăн шкул директорĕ Т.П.Ефимова ачасене хавхалантарчĕ. Малалла мероприятие Е.Лотря библиотекарь йĕркелесе ертсе пысĕ.

37 ача хăйсен ăсталăхне кăтартрĕ. Чи йышлă хутшăнакансем - 7-мĕш «а» тата 5-мĕш классем. Жюри сăвă ăста вулакакансем шутне çак ачасене кĕртрĕ: Анастасия Павлова, Альăпа Настя Матвеевасем, Анжела Филиппова, Зина Яшнова, Дина Павлова, Света Тарасова, Вика Кудрявцева, Аня Ананьева, Люда Афанасьева.

Ачасем Тăван çĕршыв, çемье, тăван тавралăх çинчен вуларĕç. К.В.Ивановăн «Нарспи» поэми пичетре кун çути курнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Нарспи» поэмăн пĕр сыпăкне 8-мĕш класра вĕренекен Аня Афанасьева пысăк туйăмпа халăх патне çитрерме пултарчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 апреля 2008
00:00
Поделиться
;