Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Патшалăх ĕçлекенсене пулăшать

Уйкас Кипек ялĕнчи маттур, ÿркевсĕр çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн хăнасем вырăнти культура çурчĕн актовăй залне пухăнчĕç. Кунта Уйкас Кипек ял тăрăхĕнчи çынсем те йышлăн килчĕç.

Пухăва район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ С.Павлов уçрĕ, Вăрнар енче хресчен (фермер), килти хушма хуçалăхсем мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Уйкас Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Илларионова сăмах илнĕ май  хушма хуçалăхсене тытакансен 24 проценчĕ çăмăллăхлă кредит илнине пĕлтерчĕ, ял çыннисене çĕр пайĕсене уйăрассипе хастартарах тимлеме ыйтрĕ.

«Агро-инновацисем» хысна унитари предприятин ертÿçи Николай Васильев 2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе йышăннă федераци программипе килĕшÿллĕн килти хушма хуçалăхсене, хресчен хуçалăхĕсене аталантарас тесен патшалăх пулăшăвне епле  тивĕçмелли майсем çинче чарăнса тăчĕ, ыйту  паракансене сĕнÿ-канаш пачĕ. Ял çыннине туса илнĕ продукцие вырнаçтарма çăмăл мар. Кĕркуннепе çуркунне ав пахча сухаласси кăткăс лару-тăрăва кĕртсе ÿкерет. Çавăнпа Н.Васильев те ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем йĕркелессипе хытах тăрăшма ыйтрĕ, Тюмень облаçĕн тата ют çĕршывсен опычĕпе паллаштарчĕ. «Словакире, Венгрире хăйне хисеплекен çын çĕр хуçи пулма, хăйĕн хуçалăхне аталантарма тăрăшать. Лайăх пурăнас, çемье бюджетне пуянлатас тесен пирĕн те пуçаруллă пулмалла пирки яланах асра тытмалла, - терĕ Н.Васильев.

«Агро-инновацисем» предприяти ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансене тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулăшать. Вăрнарта унăн центрĕ пур. Унта райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп инженерĕ В.Никифоров тăрăшать. Залра пухăннисене предприятин сайтĕнче продукци сутас, туянас тĕлĕшпе пĕлтерÿсем вырнаçтарма май пурри кăсăклантарчĕ. Директор «Агро-инновацисен» сайчĕпе Элĕк районĕнчи Исаевпа Журавлев фермерсем анлă усă курнине пĕлтерчĕ.

Калас пулать, мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче тимлеменсен те çăмăллăхлă кредитсем уйăраççĕ. Ал ĕç промыслисене, ялти суту-илĕве, аталантарассипе вăй хуракансене  тата ытти ĕçре ялăн социаллă пурнăçĕпе экономикине тĕреклетессипе тăрăшакансене патшалăх кивçен укçа парса пулăшать.

Раççей Ял-Хуçалăх банкĕн Вăрнарти филиалĕ ял çыннисемпе тачă çыхăну тытать. Çак вăхăта 850 çын 95 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Филиалăн управленийĕ И.Кошкина каланă тăрăх, Калинино, Кĕçĕн Кипек, Вăрнар хула тăрăхĕсенче пурăнакансем уйрăмах хастар. Шел пулин те, Вăрнар районĕнчи хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем пуçарулăх кăтартмаççĕ. Акă 25 фермер хуçалăхĕнчен 5-шĕ кăна отчетсем тăратаççĕ имĕш. Ирина Николаевна вăрнарсен Элĕк енчи фермерсенчен тĕслĕх илмелле тесе сĕнчĕ. «Кредит ресурсĕсемпе  усă курас ĕçре çĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна салука хума  май пур», - терĕ Ирина Кошкина. - Анчах та çакна  темшĕн-çке фермерсем шута илесшĕн мар».

Пухура «Агро-инновацисем» предприятин пай пуçлăхĕ Ю.Тимофеев, «Ветеринари медицини» тулли мар яваплă обществăн ертÿçи А.Воронцов, ăратлăх енĕпе тимлекен «Чувашское» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ В.Антонов тухса калаçрĕç. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешкен районти станцин пуçлăхĕ Н.Тихонов ял тăрăхĕсенчи хуçасăр йытăсене тытассипе хытах тимлеме ыйтрĕ.

Ĕçчен, пултаруллă çынсемшĕн «Агро-инвестицисем» предприятире вăй хуракансем хаваспах тăрăшаççĕ. Вĕсем «Луч» хуçалăх тилхепине тытса пыракан  В.Ижелеева сысна фермине реконструкцилес тĕлĕшпе инвестици проектне хатĕрлеме пулăшнă. Вячеслав Николаевича çак  проекта савăнăçлă лару-тăрура Н.Васильев директор чысларĕ. Кредитпа «Россельхозбанкăн» Вăрнарти филиалĕ тивĕçтерĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 апреля 2008
00:00
Поделиться
;