Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пысăк хисепе тивĕçлĕ

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕн тĕп енĕсенчен пĕри - выльăх-чĕрлĕх отрасльне хăвăрттăн аталантарасси. Патшалăх программине тухăçлă пурнăçлассипе уйрăм çынсем те  хастар тимлеççĕ. Анчах та чылай ялта мăйракаллă шултра выльăхсене пĕтĕлентересси çивĕч ыйту пулса тăрать. Хăш-пĕр вырăнсенче фермăсене пĕтерсе хунипе ĕнесемпе пушмак пăрусене паллă мар йăхлă вăкăрсемпе чуптараççĕ. Капла ăратлă выльăхсен хисепĕ çултан çул чакса пыма пултарать. Çакă сĕт, аш-пăш ытларах туса илме чăрмантарĕ. Юлашки вăхăтра ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентермелли пунктсене уйрăм предпринимательсем уçнине ырламалла кăна. Халăхшăн тăрăшакансенчен пĕри Уйкас Кипекри Вячеслав Алексеевич Степанов. Вăл Хусанти ветеринари академийĕнчен вĕренсе тухнă. «Агро-инновацисем» предприятин кунне хутшăнакансем Вячеслав Алексеевич уçнă пĕтĕлентермелли пункта, çăнăх хатĕрлемелли тата çăм таптармалли цехсене çитсе курчĕç. Хăнасем уйрăм предприниматель чăннипех ĕçчен пулнине  палăртрĕç. Акă аякра пурăнакансем чĕнсен В.Степанов вĕсен выльăхĕсене хăйĕн машинипех пĕтĕлентермелли пункта илсе килет. Çăм таптарма, çăнăх авăртма, комбикорм хатĕрлеме Красноармейски, Канаш енчен те килеççĕ. Ĕçлесен, мал ĕмĕтлĕ пулсан тупăш илетĕнех , - терĕ Вячеслав Алексеевич. - Мана ĕçре мăшăрăм та, ачасем те хастар пулăшаççĕ». Предпринимательлĕхе аталантарма В.Степанов банкран 300 пин çăмăллăхлă кредит илнĕ. Степановсем 30 гектар çĕр çинче ял хуçалăх культурисене туса илеççĕ.

Хăнасем килти уйрăм хушма хуçалăх тытакан Любовь Васильевна Александрова патĕнче те пулчĕç. Пĕччен пурăнакан хĕрарăм карта тулли выльăх-чĕрлĕх - ĕнесем, вăкăрсем, сурăхсем, сыснасем - тытни пурне те тĕлĕнтерчĕ. Нумай çул ял хуçалăхĕнче дояркăра тăрăшнăран пулĕ выльăхсене ĕрчетессипе хытах тимлетĕп», - сăпайлăн пĕлтерчĕ Любовь Васильевна. - Улми йывăççинчен  аякка ÿкмест тенешкел Л.Александрован хĕрĕ те - Надежда Алексеевна Яковлева - питĕ ĕçчен, çивĕч. Вăл мăшăрĕпе пĕрле мăйракаллă шултра выльăх 18 пуç тытать. Çав шутра  10-шĕ - ĕнесем. Вĕсене сĕт сумалли аппаратсемпе сăваççĕ. Килти хушма хуçалăхсене аталантарма Яковлевсене «Россельхозбанкăн» Вăрнарти филиалĕ çăмăллăхлă кредитпа тивĕçтернĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
02 апреля 2008
00:00
Поделиться
;