Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сектăна илĕртекенсене ан ĕненĕр

Хĕлле валли утă-улăм хатĕрлес тесе хыпăнатпăр мăшăрпа. Хамăр хапха умне çитсе чарăнтăмăр кăна, пире хирĕç шифр купи çинчен икĕ хĕрарăм тăчĕç те: «Сире кĕтетпĕр-ха, калаçмалли пур», - теççĕ.

«Çутă счетчикне тĕрĕслекенсем пулĕ-ха;» -  шутларăм ăшăмра. Çук иккен...

«Эпир Турă саккунĕсем çинчен вĕрентсе çÿретпĕр, Иегова çыннисем. Пурнăç çĕнĕлле хал, çавăн пирки халăха ăнлантармалла пирĕн», - пуçларĕ пĕри, сăхакан пыл хурчĕ евĕр сырăнсах.

Çитмĕл çула çитрĕм ĕнтĕ, халĕ тин мана вутпа тимĕр лаççинче ирĕлтерсе тепĕр хут туптасан та хам шухăш-кăмăла улăштармастăп. Пурнăç хăех вĕрентсе çитерчĕ. Секта çыннисем хăйсен вĕрентÿ кĕнекине темле сĕнсессĕн те, калаçу малалла тăсăлмарĕ. Мана хăйсен йышне çав-çавах кĕртейменнине ăнланса илчĕç те çаврăнса утрĕç.

Камсем вĕсем Иегова çыннисем, ăçта вырнаçнă вĕсен тĕп штабĕ; Ку маншăн кăсăклă мар. Çавăнпа та çав тĕлпулу çинчен мансах кайнăччĕ. Анчах кăшт вăхăт иртсен вĕсем пирки пĕр пăтăрмахлă ĕç аса илтерчĕ. Çавăн пек ялсем тăрăх çÿрекен сектантсем  хусах арçына кĕтесри Турăшсăр тăратса хăварни çинчен илтрĕм. Çăраççине питĕрмесĕр анкартине тухнăскер пÿртне кĕрет те, сĕтел çинче кĕнеке выртнине тата Турă алшăли усăнса тăнине асăрхать. Пăхать те кĕтесре турăш çук.  Турăшĕ вара XVIII  ĕмĕрте çырнăскер, тавралла ылтăн листисемпе  илемлетнĕскер, унăн хакĕ пысăк çав. Тĕрĕссипе вăл темиçе пин доллар тăрать пулĕ. Çавна шута илсе йăтса тухнă ĕнтĕ ăна.

Çапла темĕн те кĕтсе илме пулать вĕсенчен - секта вĕрентĕвĕпе çынсен пуçĕсене минретекенсенчен.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 апреля 2008
00:00
Поделиться
;