Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕл пулу

Шкула ачасем хăйсен иккĕмĕш килĕ тесе шутлаççĕ. Çавăнпа та пÿлĕмсенче хăтлăх, илем хуçалантăр  тесе сахал мар вăй хураççĕ. Çак ĕçре вĕрентсе, кăтартса пыраканни, паллах, класс ертÿçи.

Шăпах çавнашкал канăçсăр чунлă класс ертÿçисен шутĕнче Пăртасри вăтам шкулта вăй хуракан Елена Павловна Сергеева. Вулама-çырма пĕлмен миçе ачана вăл тĕрĕс пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине тухма пулăшман-ши;

Ачасем кăмăла каякан професси суйлаччăр тесе мĕн пĕчĕкренех тимлет Елена Павловна. Çак ĕçе вăл  хăйĕн малтанхи вĕренекенĕсене те явăçтарать.

Е.П.Сергеева çак шкултан иртнĕ çул ылтăн медальпе вĕренсе тухнă, халь Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче ăс пухакан Оля Иванована тĕл пулăва йыхравларĕ. Пушă алăпа килмерĕ маттур хĕрача пĕчĕк туссем патне. Вăл ачасене хăй шкулта вĕреннĕ чухне çырнă сăвă-калавсемпе, юмахсемпе, пуçватмăшсемпе, ÿкерчĕксемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех Оля  пĕчĕк тусĕсене журналист профессийĕ çинчен, хăй мĕнле çырма пуçлани çинчен калама манмарĕ, ачасен пултарулăхĕпе те паллашрĕ, çырнă сăвă-калавĕсене «Тантăша» яма сĕнчĕ. Питĕ кăсăкланса итлерĕç пĕчĕк шăпăрлансем  аслă тусĕн калаçăвне. Вĕренÿре ăнăçу, çирĕп сывлăх сунса сывпуллашрĕç ачасем Ольăпа, хăйсем патне  час-часах килме йыхравларĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 апреля 2008
00:00
Поделиться