Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăнăçсăр çемьесене - пысăк тимлĕх

Вăрнар район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвне хушма вĕрентÿ учрежденийĕсен, районти культура çурчĕн тата тĕп библиотекăн ертÿçисемпе специалисчĕсем, Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсен директорĕсем хутшăннă. Ларăва комисси председателĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ -  Н.Иванов йĕркелесе пынă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту - ăнăçсăр çемьесенчи ачасене тĕрлĕ кружоксемпе секцисене явăçтарасси, «йывăр» çамрăксене искусствăпа е спортпа кăсăклантарса пултарулăха аталантарма пулăшасси, çапла майпа вĕсене саккуна пăсассинчен çăлса хăварасси.

Ача-пăча пултарулăх çурчĕн, ача-пăча ÿнер шкулĕн, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ертÿçисем Л.Максимова, Н.Катанаева тата В.Малицкий пĕлтернĕ тăрăх,  ку хушма вĕрентÿ учрежденийĕсене, тĕпрен илсен, ăнăçлă çемьесенчи ачасем çÿреççĕ. Çапах та вĕсенче çул çитменнисемпе тимлекен комиссинче учетра тăракансене те йышăнма хатĕр. Акă, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче çакнашкал 17 ача спорт секцийĕнче вăй-хала çирĕплетет.

Комисси членĕсем ача-пăча пултарулăх çурчĕн çулла та ĕçлесен аван пулнине, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ çумĕнче лагерне йĕркелемеллине палăртнă, Вăрнарти 2-мĕш шкул «ашшĕ-амăшĕсен патрульне» йĕркелес тенине ырласа йышăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 апреля 2008
00:00
Поделиться
;