Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ача-пăча кĕнекин эрнинче

Ача-пăча литературин уйрăмĕн ĕçченĕсем шкулсенче вĕренекенсене каникул вăхăтне савăнăçлă та усăллă ирттерме пулăшма тăрăшаççĕ. Çак кунсенче библиотекарьсем кăсăклă мероприятисем чылай йĕркелеççĕ. Мартăн 24-28-мĕшĕсенче, акă, кунта ача-пăча кĕнекин эрни иртнĕ. Тем тĕрлĕ мероприяти кĕнĕ ун программине. Пĕрремĕш кунĕнче библиотека ĕçченĕсем ачасене «Путешествие в Читайгород» ятлă хаваслă уява хăнана чĕннĕ. Тĕлĕнмелле хулара вĕсене çамрăк асамçă (Вăрнарти 2-мĕш шкулти 5 «б» класс вĕренекенĕ В.Ильина) кĕтсе илнĕ, Айболит тухтăр кĕнекепе типтерлĕн усă курма вĕрентнĕ. Çавăн пекех ачасем тĕрлĕ конкурссене хутшăннă.

Мартăн 25-мĕшĕнче вулав залĕнче иртнĕ, туслăх тата шанчăклăх туйăмĕсене халалланă КВН вăййи те ачасен кăмăлне кайнă. Вĕренекенсем В.Высоцкийĕн, В.Шаинскийĕн тата М.Пляцковскийĕн юррисемпе паллашнă, литературăпа музыка конкурсĕсенче ăмăртнă.

Уяв эрнин виççĕмĕш кунĕнче «Поле чудес - Планета загадок» вăйăра йывăр ыйтусене хуравласа, кăткăс ĕçсене «парăнтарса» çĕнтерÿçĕ ятне тата суперпарнене Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекен Игорь Васильев тивĕçнĕ. Тепĕр кунне ачасем мода тĕнчине çулçÿреве «тухса кайнă». Чăнах та мĕнле хĕрача «илемлĕх королеви» ята илтесшĕн мар-ха - кашниех ĕнтĕ. Çавăнпа та хĕрпĕрчисем те модăпа мĕн пĕчĕкрен туслашасшăн. Мода куравĕнче библиотекăра, акă, вĕренекенсем тĕрлĕ халăх тум-тирĕпе паллашнă.

Ача-пăча кĕнекин эрни «Зайкина избушка» юмах-представленипе тата «Хорошо ли ты знаешь сказки;» литературăпа юмах конкурсĕпе вĕçленнĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
05 апреля 2008
00:00
Поделиться
;