Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Акана хатĕр

         Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕ ака-суха ĕçĕсене паян тесен паян пуçăнма хатĕр.

 

Хуçалăхăн кĕр тыррисем 225 гектар йышăнаççĕ. Кăçал çурхи культурăсене 475 гектар çине акса хăвармалла. Пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 315 гектара çитет.

Пур йышши вăрлăхсем те çителĕклĕ, вĕсем йăлтах кондициллĕ.

Ÿсен-тăрана вăй илсе çитĕнтерме минераллă удобренисем кирлĕ. Ял ĕçченĕсем вĕсене хатĕрлес енĕпе хĕллехи уйăхсенчех лайăх ĕçлерĕç, çĕре апатлантарма 135 тонна минераллă удобренисене кÿрсе килчĕç.

Çур аки ирттерме çунтармалли - сĕрмелли материалсем хатĕрлес енĕпе те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Хурçă утсене ĕçлеттерме топливо çителĕклĕ хатĕрлерĕç.

Ака-суха ĕçĕсене гусеницăллă тракторсем - 3, кустăрмаллисем - 8 хутшăнмалла.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 апреля 2008
00:00
Поделиться
;