Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Экономикăпа экологи çинчен

Пĕр ыйту канăçсăрлантарать. Юлашки вăхăтра ялти лавккасенче пуш кĕленчесене илме пăрахнă май вĕсем ăçта килнĕ унта йăванса выртни, е картон ещĕксене çунтарса кĕл туни эпир тирпейсĕре тухни çинчен пĕлтерет.

Ĕлĕк шкул ачисем кивĕ хут, тимĕр-тăмăр пуçтарса патшалăха паратчĕç. Çапла туса хут валли касакан вăрмана, тимĕр рудине - патшалăх туприне - перекетленĕ, çĕршыв экономикине ÿстерме пулăшнă. Паянхи вăхăтра ялти лавккасенче хут ещĕксене çунтарса кĕл тăвиччен каялла пухма юрамасть-ши; Паллах, сутăçсем айăплă мар, ещĕксене çунтарма хушакан хуçисем яваплă. Вĕсем патшалăх пурлăхне, халăх туприне шеллеме пĕлмеççĕ.

Кĕленчесем пухнипе те  услам пулмасть тесе шутлаççĕ курăнать. Ял урамĕсене пăхар-ха%  кĕленчесем ăçта килнĕ унта йăванса выртаççĕ. Лавкка-киоск хуçисене хытах асăрхаттарни кирлĕ те, влаç пурри сисĕнтĕр. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен те тирпейлĕх çине ытларах тимлĕх уйăрмалла, ял çыннисене субботниксене кăлармалла.

Экологи лару-тăрăвĕ ялсенче те улшăнать. Ял çыннисем (пурте мар) çÿп-çапа, хут татăкĕсене хутаçа тултарсах урама тухса пăрахма тытăнчĕç. Ку çут-çанталăк илемне, таса сывлăша, шыв-шура варалани пулать. Ял поселенийĕсен администрацийĕсен çак ыйтупа вирлĕн ĕçлеме тытăнмалла, малтанах халăха пухса ăнлантаруллă калаçусем ирттермелле. Çак ĕçе шкулта тимлекенсемпе тухтăрсене хутшăнтарсан аван.

Ял поселенийĕсен администрацийĕсен ĕçне хускатма районтан тасалăх комиссийĕсем кăлармалла, унăн ĕç-хĕлне  район хаçатĕнче  çутатса пырсан уçăмлăрах пулĕ.

Тасалăх комиссине культура çыннисене, санитарипе эпидеми асăрхавĕнче ĕçлекенсене явăçтарсан аван.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 апреля 2008
00:00
Поделиться
;