Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ырă, ĕçчен, сăпайлă

Куç курманнисем хушшинче нумаях пулмасть «Асанне арчи» конкурс иртрĕ. Унта хĕрарăмсем тупăшрĕç. Яланхи пекех уяв каçне Г.Мясникова ертсе пычĕ. Лидия Терентьева, Раиса Артемьева, Ольга Осипова питĕ хастар пулчĕç. Çак уява Ершепуçĕнче пурăнакан Нина Васильевна Максимова та килчĕ. Нина Васильевна пенсие тухман-ха, шкул столовăйĕнче вăй  хурать. Пушă вăхăтра сăвă çырма юратать. Юрлама питĕ ăста. Çакна уява килнĕ çынсем те асăрхарĕç.

Нина Васильевна хура-шур сахал мар курнă. Апла пулин те унра ыр кăмăллăх çăлкуç пек тапса тăрать. Куç курманнисен обществине кăштах мĕнле те пулин пулăшас тесе вăл хăй ĕçлесе илнĕ укçине пачĕ. Сăпайлă хĕрарăм кучченеçсем те илсе килнĕ. Вăрнара килсен Н.Максимова куç курманнисем патне ялан кĕрсе тухать кунти лару-тăрăва пĕлсех тăрать.

«Ватă çынсене пулăшма, вĕсемпе калаçма юрататăп», - тет Нина Васильевна.

Эпир Н.Максимована çирĕп сывлăх, пурнăçра телей, ăнăçу сунатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 апреля 2008
00:00
Поделиться
;