Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кăлтăклă техника туянтăр пулсан

Кил-çуртра усă куракан техника - вак-тĕвек япала мар, туяннă чух кăлтăксем ан пулччăр тесе,  лайăхрах сăнаса пăхма, ку тавар çинчен сутуçăран тĕплĕн ыйтса пĕлме тăрăшатпăр. Анчах темле суйласан та, тепĕр чухне юсавсăр техника лекетех. Кунашкал тĕслĕхсем, шел пулин те, тĕл пулкалаççĕ. Çакнашкал лару-тăрура туянаканăн хăйне мĕнле тытмалла-ха; Кăлтăклă техникăна улăштарса е ун вырăнне укçине каялла тавăрса параççĕ-и; Мĕнле документсем кирлĕ; Çак тата  туянакансене кăсăклантаракан ытти ыйтусене Роспотребнадзорăн ЧР управленийĕн Канашри тĕп специалист - экспертне М.ОТНЮКОВА хуравлама ыйтрăмăр. Акă мĕн каласа  пачĕ вăл хаçат корреспондентне:

- «Сире лавккара юсавсăр е мĕнле те пулин кăлтăклă техника сутнă. Мĕн тумалла-ха сирĕн чи малтан; Пĕрремĕшĕнчен, сутуçă ячĕпе претензи тĕрĕс çырмалла, тупса палăртнă çитменлĕхсене унта туллин сăнласа кăтартмалла. Ку документа икĕ экземплярпа хатĕрлемелле: пĕри сутуçăра юлать,  теприн çине йышăнса юлни çинчен виза ларттармалла. Анчах сутуçă претензие йышăнса юлма хирĕçлеме пултарать. Кун пек чухне документа сутуçăн юридици адресĕпе заказла çырупа  ярса памалла. Потребительсен прависене хÿтĕлесси çинчен калакан саккунăн 22-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, сирĕн ыйтăва 10 кунта хуравлама тивĕçлĕ.

Енчен те сутуçă техника кăлтăкĕн сăлтавĕ пирки иккĕленет-тĕк - çитменлĕх малтанах пулнине е хăвăр  тĕрĕс мар усă курнăран çĕмĕрĕлнине тÿрех палăртма май çук-тăк  - сутакан хăй шучĕпе тĕрĕслев ирттерет, ун кăтартăвĕсемпе туянакана паллаштарать (çÿлерех асăннă саккунăн 18-мĕш статйи). Ятарлă лицензиллĕ организацисен кăна çакнашкал экспертиза ирттерме ирĕк пур.

Эксперт техника юсавсăрришĕн эсир айăплă тесе йышăнчĕ пулсан, сутакан ăна çĕннипе улăштарса пама та, е укçана тавăрма  та тивĕçлĕ мар. Енчен те кăлтăк эсир  туяничченех пулнă-тăк - тавара улăштармалла. Темле пулсан та,  сире эксперт пĕтĕмлетĕвне тата экспертиза ирттернин протоколне пĕр сăмахсăрах кăтартмалла.

Паллах, эсир тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе килĕшмесен те пултаратăр. Кун пек чухне хăвăр правăна судра хÿтĕлеме  ирĕк пур. Енчен те суд йышăнăвĕ сирĕн майлă пулсан, сутакан  тавара улăштарса пама кăна мар, судпа çыхăннă тăкаксене те саплаштарма тивĕçлĕ.

Нумай чухне пĕтĕм ыйтусене татса пама - тавара улăштарма е укçана тавăрма - претензие тĕрĕс çырни те çителĕклĕ. Анчах сутакан хуравĕ тивĕçтермесен, суда тавăç тăратмалла (тавар хакĕ 50 пинтен кая пулсан миравай судья ячĕпе, ытларах-тăк - вырăнти район судне). Тавăç çумне претензи копине тата сутакан панă хурава хушса тăратма ан манăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 апреля 2008
00:00
Поделиться
;