Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паллă спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе хĕмленнĕ

Александр Владимирович Созонова, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавательне, мĕн хаçатра ĕçлеме тытăннăранпах аван пĕлетĕп. Кирек мĕнле лару-тăрура та лăпкăлăха çухатман çын вăл. Çирĕп те уçă кăмăллă. Çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕр спорчĕпе, ишессипе туслă пулнăран-и, утти ăна хăех «сутать», вăл - спорт çынни.

Тĕрĕссипе, спорт Александр Владимировичăн пĕтĕм пурнăçĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Хăй туслă пулни кăна мар, унăн ырă тĕслĕхĕпе миçе çамрăк физкультура юхăмне явăçман-ши, çĕршыв шайĕ таран çĕкленмен-ши;

Пĕр ăрăва кăна илер: Екатерина Логачева, Владимир Политов, Александр Емельянов, Евгений Николаев, Алена Степанова тата ыт.те республикăн чи пултаруллă полиатлонисчĕсем пулса тăчĕç, Раççее тухрĕç. Паллах, Александр Владимировичăн тивлечĕпе.

Преподавателĕн хăйĕн те спортри çитĕнĕвĕсем пĕчĕк мар. Çăмăл атлетикăра, йĕлтĕр спортĕнче шкул çулĕсенчех (Элĕк районĕнчи Юнтапа тата Вырăс Сурăм шкулĕсенче вĕреннĕ) туптанă ăсталăх спорт тĕнчине çул хывнă та ĕнтĕ. Ÿсĕмсен ытларах пайне Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ илнĕ тапхăрсенче тунă.

Техникумра спорт энтузиасчĕсемпе тата фаначĕсемпе - çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕпе В.Мироновпа, П.Терентьевпа, Н.Старшовпа - паллашни те Александр Владимировичăн пурнăçне улăштарнă. Çак тренерсем унăн чăн хавхалантаруçисем пулнă, çĕнтерÿсем тума илĕртнĕ. Çавăн пекех А.Созонов паллă спорт лидерĕсенчен те - Ю.Ефремовран, В.Гончаровран, А.Антоновран, Н.Красновран, велоспорт мастерĕнчен В.Ивановран, Н.Ягудинран тата ыттисенчен - тĕслĕх илнĕ. Институтра спорт аренине тухма  Александр Владмировича çăмăл атлетика енĕпе Л.Сниткин, нумай енлĕ кĕрешÿпе А.Захватов чылай пулăшнă. Шăпах çак вăхăтра студентсен команди çуллахи полиатлон енĕпе çĕршыв чемпионатĕнче 102 вĕренÿ заведенийĕ хушшинче тăватă çул харăс призлă вырăна алăран вĕçертмен. Александр Владимирович команда капитанĕ пулнă, ун хÿттинче - паллă та ăста спортсменсем Е.Комарова, В.Григорьев, И.Самсонов, Н.Борисова, В.Тимофеев, А.Павлов.

- Çак çулсенче маншăн та, манăн юлташсемшĕн те çуллахи нумай енлĕ кĕрешÿ енĕпе республикăри пĕррремĕш спорт мастерĕ В.Чернов чăн-чăн кумир пулнă. Эпир ун ăсталăхĕпе хĕмленнĕ, унран юлас мар тесе вăй-хала куллен çирĕплетнĕ. Çакă пире пысăкрах результатсем çĕнсе илме май панă та,- кăмăллăн калаçать Александр Владимирович.

Çÿлелле çĕкленес туйăмпа çунатланни хăй çимĕçне пĕрре мар панă. Районта, республикăра, Раççейре çĕнтерсе акă вăл 1980 çулта Грозный хулинче иртнĕ çуллахи полиатлон енĕпе Пĕтĕм Союзри ăмăртура ылтăн призер пулса тăнă. Икĕ çултан Рязаньте СССР спорт мастерĕн нормативне вунă очко ирттерсе пурнăçланă, Чăваш ен рекордне çапнă.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумне ĕçе кÿлĕнсен те ăмăртусен вĕçĕ пулман. Вăрнар районĕ полиатлон енĕпе  республикăра ырă ятлисен шутне кĕрсе çирĕпленнĕ. Ун чухне район командишĕн паянхи паллă çынсем - В.Наумов, Л.Захаров, З.Терентьева, В.Александров, С.Зубов, С.Политов, Р.Кириллова, В.Миронов, Н.Старшов, Н.Терентьев - кĕрешнĕ.

Физкультура енĕпе тренер-преподаватель пулнă май, Александр Владимирович ăсталăх панă волейбол командисем те, çăмăл атлетсем те, йĕлтĕрçĕсем те, теннисистсем те республикăра пĕрре мар палăрнă. Хĕллехи тата çуллахи полиатлон енĕпе вара техникум команди Раççейре чи вăйлисен шутне кĕчĕ, республикăра чемпион ят ун çумне çирĕппĕн «çыпăçрĕ».

Ĕçне кура – хисепĕ. Александр Созонова акă спортри пысăк çитĕнÿсемшĕн, республикăри, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене тивĕçлĕ командăсем хатĕрленĕшĕн, агропромышленноç комплексĕ валли çирĕп сывлăхлă кадрсем вĕрентсе кăларнăшăн вун-вун грамотăпа чысланă. Чи сумлисем - Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин, вĕрентĕвĕн федераллă агентствин, ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин Хисеп грамотисем т.ыт.те.

Çĕнсе илнĕ çитĕнÿсемпе кăна лăпланса лармасть паллă преподаватель, студентсен спортри ăсталăхне куллен туптама пулăшать. Унăн паянхи тĕллевĕ - ÿсĕмсен планкине çÿлерех хăпартасси, командăна килекен çĕнĕ çынсенчен тивĕçлĕ спортсменсем хатĕрлесси.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 апреля 2008
00:00
Поделиться
;