Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Служба вăхăтне кĕскетни те çамрăксене çара илĕртмест

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен çурхи черетлĕ призыв кампанийĕ пуçланчĕ. Кăçалхи çуркунне салтак атти тăхăнакансен служба вăхăчĕ кĕскелчĕ - вăл пĕр çулпа кăна танлашать. Çав вăхăтрах çар службинчен вăхăтлăх хăтаракан сăлтавсене те чакарчĕç:  халĕ, сăмахран, ялта ĕçлекен çамрăк педагогсене те, тухтăрсене те çар ретне илеççĕ, арăмĕсем ача кĕтекен яшсене те тата ыттисене  те унчченхи пек отсрочкăсем памаççĕ. Чăнах та улшăнусем сахал мар. Вĕсен Раççей Армине профессионаллă шая хăпартас,  контракт йĕркипе комплектлас тĕллевпе ирттереççĕ.

Салтак пăтти çисе курмалăх тапхăра çапла кĕскетни çамрăксене илĕртмелле пек те, анчах яшсем хăйсен Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама васканиех сисĕнмест. Раççейĕн Хĕç-Пăшаллă  Вăйĕсен ретне тăрассинчен тарса çÿрекенсем паян кун та сахал мар.

Çакăн пек  «таркăнсене» çулса илсе, вĕсене пĕтĕм майсемпе çар комиссариатне çитерес ыйту тин çеç пуçланакан призыв кампанийĕ вăхăтĕнче те çивĕч тухса тăрать. Районта та лару-тăру лайăх шайра теме çук. Çавна май призыв кампанийĕпе çыхăннă ыйту район пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕн кун йĕркинче чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулчĕ.

Палăртмалла, Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕ С.Данилов ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, яваплă специалистсем призыв компанийĕ тапхăрĕнче алă усса ларнине çирĕп критиклерĕ. «Ял поселенийĕсене тухса çÿренĕ май тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп: хăш-пĕр вырăнсенче çак вăхăтра никам та ытлашшиех ăшталанмасть, çар комиссариачĕн хушăвĕсем туллин пурнăçланмаççĕ. Раççей Армине юрăхлă вуншар çамрăк пур çĕртех пĕр поселенинчен икшерĕн-виçшерĕн кăна салтака тухса каяççĕ е вуçех никам та Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен йышне тăмасть», -  хăй пăшăрханăвне пытармарĕ С.Данилов.

Районта, акă, çар службине тăма тивĕçлĕ 450 çынран иртнĕ кĕркуннехи призывпа 32-ĕн кăна çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă. Пĕрисене медицина кăтартăвĕсем тăрăх «пăрахăçланă», иккĕмĕшĕсене тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухнăран çар службине илессине каяраха хăварнă, виççĕмĕшĕсем тарса çÿреççĕ...

Шăпах та çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн парăнакансемпе çирĕп ĕçлемеллине палăртрĕ те Йĕпреç тата  Вăрнар районĕсен çар комиссарĕ. Чи малтанах - ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен тата яваплă специалистсен. Документсене хатĕрлесси, çамрăксене медицина тĕрĕслевне çитересси, учета тăратасси - вĕсен пĕрремĕшле тивĕçĕ. Çар комиссариатне чĕннĕ яш патне киле çитмелле, вăл çук-тăк ашшĕ-амăшĕсемпе калаçса ыйтса пĕлмелле. Иккĕмĕш хутĕнче те çамрăк тупăнмасан, ял поселени пуçлăхĕн рапорчĕпе шырав ĕçĕсене шалти ĕçсен пайĕ пуçлать.

Халĕ çар комиссариачĕ икĕ районпа ĕçлет. Кашни призывника тĕрĕслесе тăма, паллах, нимле май та çук. Вырăнти пуçлăхсем вара хăйсен тăрăхĕнчи çамрăксене палаççĕ, вĕсем çинчен пĕлсе тăраççĕ. Ял поселенийĕсен депутачĕсене, ялти сумлă çынсене, милицин участокри уполномоченнăйĕсене ку ĕçе явăçтарма йывăр-им; Ÿсĕмĕсем вара палăрмаллах пулĕç.

«Призыв кампанине ирттерме ятарласа укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Вĕсене ĕçпе татăр», - терĕ С.Данилов. Çавăн пекех вĕрентÿ тĕллевĕпе ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене уйăхра икшер хутчен пухма кирлине палăртрĕ вăл.

Район пуçлăхĕ А.Кузьмин та ку тĕлĕшпе тимлĕхе темиçе хут вăйлатмаллине асăрхаттарчĕ, призывпа мĕнле ĕçленине кăтартакан пĕрремĕш информацие апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлнех хатĕрлеме хушрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 апреля 2008
00:00
Поделиться
;