Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сунар тапхăрĕ пуçланать

Кăçал район территорийĕнче çурхи сунар тапхăрĕ апрелĕн 11-мĕшĕнче уçăлать, çак вăхăтра кайăк-кĕшĕк тытма  ирĕк пур. Анчах аса илтеретпĕр: кайăк-кĕшĕке ятарлă ирĕк илсе палăртнă вăхăтра тата вырăнта кăна тытма юрать. Çавăнпа сунар саккунĕсене хирĕçле ĕçсем тăвассинчен асăрханăр.

Çурхи тапхăр пуçланас умĕн сунарçăсен яланхи пекех путевка илмелле. Вĕсемпе эрнере икĕ кун - юнкун тата кĕçнерникун (апрелĕн 9-10-мĕшĕсенче) - тивĕçтеретпĕр, малтанхи адреспах йышăнатпăр. Вăрнар район территорийĕ Патшалăх резерв фондне кĕнĕ май, путевкăсем тÿлевсĕр. Анчах хальхи тапхăрта сунара тухас текенсен унчченхи 2007 çулхи путевкăсемпе отчет памалла. Отчет туманнисем çуркунне кайăк-кĕшĕке пеме тухма ирĕк илеймеççĕ.

Ан манăр: çак вăхăтра ятарлă путевкăсăр сунар çĕрĕсем çинче пăшалпа çÿрени - сунар йĕркисене пăсни шутланать, апла пулсан явап тытма тивет. Çавăн пекех милици сотрудникĕсене ирĕк илмесĕр сунара тухакансене тытса чарма пулăшма ыйтатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 апреля 2008
00:00
Поделиться
;