Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çураки пуçланчĕ

Уй-хирте  тракторсен сасси илтĕнсех тăрать. Механизаторсем кĕрхи культурăсене азот удобренисемпе апатлантарма 4-5 сехетрех тытăнаççĕ. «Санары» агрофирмăри ĕçченсем питĕ хастар пулчĕç. Вĕсем 369 гектар çинчи кĕр тыррисене тата нумай çул ÿсекен курăксене пĕтĕмпех апатлантарса пĕтерчĕç.

Районта кĕрхи çĕртме пуссине 450 гектар сÿреленĕ, 300 гектар çĕре культиваторпа кăпкалатнă. Ака уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Мураты» кооперативра çуракине тухнă. Вĕсем пурĕ çуртрисене 183 гектар акнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 апреля 2008
00:00
Поделиться
;