Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи аякри ялсене те асфальтлă çул çитет

Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине вĕçлессине хăвăртлатмалли мерăсем çинчен» Указне пурнăçа  кĕртессипе çыхăннă ĕçсем районсенче кăçал вĕçленмелле. Пирĕн районта та ялсене асфальтлă çулпа çыхăнтарассипе пĕлтĕр планпа пăхнинчен ирттерсе тимленĕ. Кăçал та, ял çыннисен кăмăлне тивĕçтерсе, çĕнĕ çулсем хута кайĕç.

Кульцав ял поселенийĕнче, акă, Кĕçĕн Çавал урлă каçакан кĕпер çинче тĕп ĕçсене вĕçленĕ. Ку Вăрнар районĕнче çак çулсенче çĕнĕрен хута янă пĕрремĕш кĕпер мар. Пĕлтĕр Ярмушка ял поселенийĕнче Мăн Çавал урлă Кивçурт Мăрат еннелле каçакан кĕпер хута кайнă, унпа пĕрлех ял патне асфальтлă çул çитернĕ.

Çĕн Хирпуç ялĕ патне хытă çул сарассипе те пысăк строительство ĕçĕсем пуçланнă 2007 çулта. Тĕрĕссипе, ку яла çитме çăмăл мар: пĕр енчен - вăрмансем, тепринчен - Кĕçĕн Çавал. Ял çыннисем кирлĕ вырăна чукун çулпа кăна çÿреме пултарнă. ЧР Президенчĕн Указĕ пурнăçланни - кунти халăхшăн чăн-чăн ырлăх, тинех асфальтлă çулпа усă курма май пулĕ, Кĕçĕн Çавал урлă кĕпер каçĕ. Строительство ĕçĕсен пысăк пайне пĕлтĕрех туса ирттернĕ. «Вурнарыдорстрой» общество ĕçченĕсем асфальт сарма 1,8 çухрăм çул хăпартса хатĕрленĕ, «Стромос» общество çĕнĕ кĕпер çинче тĕп ĕçсене вĕçленĕ.

Пурăнмалли çĕнĕ çуртсем хăпартассипе те район республикăра палăрмалла ÿсĕмсем тăвать. 2008 çулта хута каякан  строительство объекчĕсен пĕри - 69 хваттерлĕ капмар çурт. Çавăн пекех Мăшăрлану керменĕ, Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕ вырнаçакан çуртра строительство ĕçĕсене вĕçлесси - кăçалхи тĕллевсенчен пĕри.

Сăмах май, тĕрлĕ çăмăллăхлă программăсене хутшăнакансем те ача-пăча пултарулăх çурчĕ çумĕнче çĕкленекен илемлĕ çуртри хваттер уççисене тивĕçĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 апреля 2008
00:00
Поделиться
;