Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лайăх сорт акакан - пысăк тухăç илекен

Япăх вăрлăхран лайăх тухăç ан кĕт теççĕ. Çавăнпа вăрлăх пахалăхлă пултăр тесе тăрăшмалла.

Хальлĕхе акма хывнă 3476 тонна вăрлăхран 3260-шĕ кондициллĕ. Ку вăл 94 процентпа танлашать. 23 хуçалăхран15-шĕнче тырă 100 проценчĕпех пахалăхлă. 4 хуçалăх - МТС «Яуши», «Фавн», «Аник», «Колос» - пĕр пĕрчĕ вăрлăх та хывман. «Гвардеецра», «Правдăра» тыррăн 22-24 проценчĕ кăна кондицие ларнă.

Лайăх тухăç илме ăнтăлакан ял хуçалăх предприятийĕсем пысăк репродукциллĕ вăрлăх туянаççĕ. Çав вăхăта  вĕсем - Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ, «Янгорчино» кооператив, «Санары», «Родник», «Кольцовка» агрофирмăсем - пурĕ 2861 центнер пахалăхлă тырă илнĕ.

Хывнă тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕн 23 проценчĕ - сортлă мар. Ытларахăшĕ - сĕлĕ (50 процент), урпа (20 процент), çурхи тулă (17 процент). Сортлă мар тырă «Кольцовкăпа» «Вурнарская» агрофирмăсенче, «Победа» кооперативра  тата аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче йышлă.

Хывнă вăрлăхăн 77 проценчĕ - сортлă. Çав хисепрен 9 проценчĕ - массăллă репродукциллĕ, 57 проценчĕ - 1-4 репродукциллĕ, 10 проценчĕ - оригиналлă тата элита  вăрлăх. Массăллă репродукциллĕ тырă «Гвардеецра», «Правдăра», «Агрохмельте», «Лучра» нумай.

Сортсене çĕнетессипе çине тăрсах ĕçлемелле. 2008 çулта республикăра ял хуçалăх культурисен çакăн пек сорчĕсемпе ĕçлеме сĕнеççĕ:

кĕрхи тулă

Пурĕ 6 сорт - «Мироновская 808», «Московская 39», «Московская 70», «Волжская К», «Безенчукская 380», «Казанская 285». Вăрнарти сортсем сăнакан участокран пĕлтернĕ тăрăх, «Казанская 285» сортлă тулă уйрăмах пысăк тухăç парать: 45,8 центнер. Ытти сортсенчен кашни гектар пуçне вăтамран 39-43 центнер тырă пухса илнĕ.

кĕрхи ыраш

«Чулпан», «Восход 2», «Безенчукская 87», «Пурга», «Кировская 89», «Фаленская 4» сортсенчен малтанхи виççĕшĕ районта анлă сарăлнă. «Чулпан» тата «Восход 2» тырăсене 20 çул ытла çитĕнтереççĕ. Юлашки çулсенче вара «Безенчукская 87» сортăн тухăçĕ пысăк пулнине шута илсе ăна  ытларах акма  тăрăшаççĕ.

кĕрхи тритикале

Унăн 3 сорт - «Тальва 100», «Привада», «Торнадо». Вăрнарти сортсем сăнакан участокăн кăтартăвĕсем тăрăх, «Тальва» сортăн тухăçĕ пысăкрах. Шел пулин те, çак культура пирĕн тăрăхра анлă сарăлмарĕ. Анчах та çакна палăртни те кирлĕ. Иртнĕ çул кĕркунне, «Мураты» кооператив Курган облаçĕнчен «Житница» тырă кÿрсе килчĕ, ăна 100 гектар акрĕ.Агротехникăна пăхăнса ĕçлесен çак сорт гектар пуçне 70 центнертан тытăнса 100 центнер таранах тухăç пама пултарать. «Житница» - ырашпа  тулă гибричĕ. Ăна кĕрхи тулă теççĕ пулсан та вăл тритикале евĕрлĕ.

çурхи тулă

Пурĕ 9 сорт - «Московская 35», «Приокская», «Лада», «Прохоровка», «Ирень», «Пирамида», «Эстер», «Свеча», «Симбирцит».

Республикăри сортсем сăнакан пĕтĕм участок пĕлтернĕ тăрăх, «Симбирцит» сорт  чи пысăк тухăç. - 37 центнертан тытăнса45 центнера çити - парать, хăвăрт ÿкмест, «Пирамида» - ку ушкăнри чи шултра пĕрчĕллĕ тырă.

«Эстер» сортăн тухăçĕ те пысăк, вăтамран гектар пуçне 36-40 центнер тухать. Кăçал «Санары» агрофирмăра «Эстер» сорта ытларах акма палăртнă.

урпа

«Зазерский 85», «Дина», «Биос 1», «Гонор», «Эльф», «Тандем» - пурĕ 6 сорт. Вăрнарти сортсем сăнакан участокĕнче тимлекенсем «Тандемăн» тухăçĕ вăтамран 54,3 центнер, «Эльфăн» 47,6 центнер пулнине калаççĕ.

сĕлĕ

Сĕллĕн «Улов», «Галоп», «Козырь» «Скакун», «Аргамак», «Адамо», «Привет», «Вятский голозерный» сорчĕсем пур. Сăнав-тĕпчев ирттернĕ хыççăн «Аргамак» ыттисенчен пысăкрах тухăç панă - 47,7 центнер. «Адамо» тата «Улов» сортсем те лайăх çитĕннĕ. Тухăçĕ-47-46 центнер. «Вятский голозерный» сорт кашни гектар пуçне вăтамран 35 центнера яхăн тухнă. Ăна  апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте усă кураççĕ.

пăрçа

Вăрнарти сортсем сăнакан участокĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пăрçа сорчĕсенчен чи пысăк тухăç параканĕ - «Дударь». Пăрçан ытти сорчĕсем - «Труженик», «Орловчанин», «Казанец», «Норд».

хура тул

Юлашки çулсенче хура тула пирĕн районта çитĕнтермеççĕ. «Каракитянка», «Кама», «Черемшанка», «Инзерская» сортсем пурте пĕр пек тухăç - 8-9 центнер - параççĕ.

нимĕç пăрçи

Комсомольскинчи сортсем сăнакан участок пăрçан «Мария» сорчĕ 42,7 центнер тухăç панине палăртать. «Узуновская» сорт та лайăх çитĕнет, гектар пуçне вăтамран 40 центнер тухать.

çĕр улми

Ир пулакан сортсем - «Виза», «Спарта», «Удача», «Пушкинец», «Розара». Сăнав ирттернĕ çулсенче тухăçлăх енĕпе «Виза» сорта  çитекенни пулман. Вăрнарти сортсем сăнакан участок пăрçан çак сорчĕ гектартан вăтамран 350-400 центнер тухнине, «Удача» сортран 50-70 центнер нумайрах пулнине, çирĕплетет. «Спарта»  «Удача» пекех тухăç парать. Çĕр улмин «Удача» сортне районта 10 çул ытла çитĕнтереççĕ, вăл çанталăкăн тĕрлĕ условийĕсенче ÿссен те лайăх тухăç парать.

Вăтам-ирхи сортсем - «Невский», «Елизавета», «Чародей». «Невский» сорта пирĕн тăрăхра 2 теçетке ытла лартаççĕ. «Чародейăн» тухăçĕ унран 90-100центнер пысăкрах. «Елизавета» япăхрах тухăç парать.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 апреля 2008
00:00
Поделиться
;