Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ресурс перекетлекен технологисемпе усă курмалла

«Санары», «Агрохмель» агрофирмăсенче, «Мураты», «Янгорчино»,  Карл Маркс ячĕллĕ, «Победа», «Хорнзор», «Знамя», «Броневик» кооперативсенче çураки валли мĕнпур трактора, вĕсен прицепĕсене хатĕрлесе çитернĕ, çавна май кунта техника тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухнă.

Икĕ сменăра ĕçлеме районта 500 механизатор яхăн кирлĕ. «Родина», «Правда», «Юнтапа», «Гвардеец», МТС «Яуши», «Юнтапа», «Правда» кооперативсенче, «Кольцовкăпа» «Родник» агрофирмăсенче кадрсен ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч тăрать. Палăртмалла,  трактористсене 29-мĕш училищĕре тата ял хуçалăх техникумĕнче хатĕрлеççĕ. Çураки чухне студентсене хуçалăхсене чĕнме те пулать.

Рынок условийĕсенче аталану  çулĕпе пырас тесен продукцие туса илнĕ чух тăкаксене чакармалла. Çавăнпа юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсенче - Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Санары», «Кольцовка», «Агрохмель» агрофирмăсенче, «Мураты», «Луч», «Знамя», «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсенче, Игнатьев фермер хуçалăхĕнче - энергипе  ресурс перекетлекен техникăпа машинăпа трактор паркне пуянлатма тăрăшаççĕ. Паллах, çĕре хатĕрлеме пулăшакан Смарагд, Лемкен Рубин, Terra-Mix, КОS, АКШ, АКМ культиваторсем, минераллă удобренисене сапакан  хăватлă «Амазон» агрегатсем, тĕш тырăсене акакан комбинациллĕ Д-9Ÿ40, Д-9Ÿ60 сеялкăсем , прицеплă «Джор-Мет» маркăллă хальхи вăхăтри опрыскивательсем тата ытти çĕнĕ йышши техника ĕç тухăçлăхне ÿстерме  пулăшĕ.

2007 çулта ял хуçалăх предприятийĕсем çăмăллăхлă кредитпа тата хăйсен укçи-тенкипе усă курса 61 миллион тенкĕлĕх техника туяннă. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта «Санары» агрофирма 6 миллион, «Мураты» кооператив 5 миллион, «Янгорчинăпа» «Агрохмель» 2-шер миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх машинисем илсе мехпарксене çĕнетнĕ.

Калас пулать, РФ Ял хуçалăх министрĕ А.Гордеев наукăпа практика Канашĕн заседанисенче 2008 çул - ресурс перекетлекен технологисене производствăна кĕртмелли çулталăк тесе палăртнă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
09 апреля 2008
00:00
Поделиться
;