Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕп вырăнта - ĕç сыхлавĕ

Производствăра кирек мĕнле инкек ĕç сыхлавĕн, хăрушсăрлăх техникин правилисене пăхăнманнипе сиксе тухать. Районта акă ĕç вăхăтĕнче çын ан суранлантăр тесе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. 2007 çулта район пуçлăхĕ çирĕплетнĕ план-графикпа килĕшÿллĕн механизаторсене, уй-хирте, фермăра вăй хуракансене хăрушсăрлăх техникин правилисене тата медицина пулăшăвĕ пама вĕрентнĕ. Ку енĕпе пурĕ 415 çын пĕлÿ илнĕ. Занятисем вăхăтĕнче республикăра, районта пулнă инкеклĕ ĕçсен сăлтавĕсене тишкернĕ. Енчен те хуçалăхсенче ĕç сыхлавĕн, хăрушсăрлăх техникин требованийĕсене пăсни çырăнчĕ пулсан производствăра  тимлекенсемпе канашлусем, плана кĕртмен инструктажсем ирттернĕ.

Кунсăр пуçне 2007 çулта республикăри, район администрацийĕнчи специалистсем ял хуçалăх предприятийĕсенчи вăтам сыпăкри специалистсемпе, ертÿçĕсемпе 5 семинар ирттернĕ. 20 хуçлăхраĕç сыхлавĕ тата хăрушсăрлăх техники енĕпе тимлекен специалистсем пур.

Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем дисциплинăна çирĕп тытмалла. Пĕлтĕр акă аш-какай комбиначĕн «Искра» хушма хуçалăхĕнче В.Архипов трактористăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă. Инкек сăлтавĕ: ĕçленĕ чух урă пулманни, юсавсăр техникăпа усă  курни.  Синкерлĕ тĕслĕхсем ан пулччăр тесен пур хуçалăхри  специалистсен дежурство  тăмалла. Хăрушă вырăнсене палăртса техникăн маршручĕсене кăтартни питĕ кирлĕ. Вĕсене кашни механизатор пĕлсе тăтăр. Уй-хир  условийĕсенче канакан ĕç çыннисен сывлăхĕшĕн яваплăха туймалла.

Сывлăх вăл мулран та хаклă. Хальлĕхе «Санары» агрофирмăри, «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Хорнзор» кооперативсенчи, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнчи механизаторсем, вăрлăха им-çамланă çĕрте тимлекенсем  медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Ыттисен вĕсенчен тĕслĕх илмелле.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 апреля 2008
00:00
Поделиться
;