Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уйăхлăха хутшăнса тавралăха – тирпей-илем

Çавалкасри хăй тытăмлăх органне кĕрекен ялсенче пурăнакансем урамсене, çурт умĕсене тирпей-илем кĕртмелли тата йывăçсем лартса хăвармалли уйăхлăха йышлăн хутшăнаççĕ. Вĕрентÿ, сывлăх, культура, суту-илÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем иртнĕ кунсенче обществăлла çуртсен умĕсене тĕрлĕ çÿп-çапран тасатрĕç. Уйăхлăхра кашниех ишĕлсе пыракан варсене çирĕплетме, пĕвесене юсама, йывăçсем лартса хăварма тĕллев тытрĕ.

- Тирпейлĕхпе тасалăх чир-чĕрсемпе кĕрешме пулăшать, пушар тухас хăрушлăха сирсе ярать. Кунсăр пуçне ял культурине те çÿллĕ шая çĕклеме май парать. Таврара илемлĕх пулсан, пурнăç çине урăх куçпа пăхма пуçлатăн, - палăртать хăй тытăмлăх органĕн пуçлăхĕ Петр Иванович Краснов.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 апреля 2008
00:00
Поделиться
;