Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ун чухне ытла та çамрăкчĕ эпир

Ун чухне ытла та çамрăкчĕ эпир... Паянхи пек шăпа кĕтессе шанман. Йывăрлăхсене аяккалла сирсе вĕсене çĕнтерме те шутламан. Пĕр шухăшсăр пурăннă эпир. Чуна пăчăртакан йывăрлăхсем вара чĕресри çумăр шывĕ пек нумайланса пынă. Шăпăр-шăпăр! Юхрĕç тумламсем. Тăрăшса васкарĕç савăта. Пур япалан та пур çав вĕçĕ. Эпир те санпа вĕçне тухрăмăр пулас;! Лаш! тăкрĕç пирĕн çине сивĕ çумăр шывне. Сÿ-ÿ! туса илчĕ чĕре. Йĕп-йĕпе тăратпăр хамăр. Çак пăр пек шыв манăн шухă пуçăмри вĕри шухăшсене самантрах шăнтса лартрĕ. Шăп-шăпăрт тăратпăр пĕр-пĕрин çине пăхса. Эсĕ те йĕпе, эпĕ те... Анчах темшĕн малтанхи пек йăлтăртатмаççĕ сан куçусем. Сÿннĕ вĕсем, таçта пăчланнă вĕсен çути. «Мĕншĕн;» - ыйтатăп эпĕ санран. Çук, сăмах хушакан çук. Мĕншĕн чĕнместĕн-ха, чунăм; Мĕн пулчĕ сана; «Мĕншĕн; Мĕншĕн;» - çине-çинех калатăп шăплăха çурса. Темшĕн-çке эсĕ мана илтместĕн.

Шыв, шыв, тавраллах шыв... Эпир те кĕçех путатпăр-и тен; Анчах, пирĕн хушăмăрти çĕр таçта çухалать. Куратăн-и çакна, хĕвелĕм; Çук, курмастăн, сан «куçу умне хура чатăр карнă». Сирсе пăрах ăна, ывăт! Апла, илтместĕн, курмастăн; Тен туймастăн та;

Çĕр таçта сăрхăнать. Акă темĕн сарлакăш çырма пулса тăчĕ. Каçаятăп-и эп ун урлă, эсĕ; Ытла та хăрушă-çке. Тискер вăл. Çĕр хăй çăварне карса хунă пек. Сиксе каçасшăнччĕ эпĕ, анчах тем чарчĕ мана. Эсĕ вара шутламарăн та пулас...

Акă, сана такам хулпуççинчен пырса ыталарĕ. Йăл! култăн эсĕ ăна хирĕç. Хам мĕн курнине ĕненмесĕр куçа хупрăм. Уçсассăн та ÿкерчĕк ылмашăнмарĕ: эсĕ тата... эпĕ мар.

Ун чухне ытла та çамрăкчĕ эпир... Халĕ çак çырма урлă каçма кĕпер те хывнă. Темшĕн мана ку  пĕрре те савăнтармасть. Ăна ăсталанă çĕре эпĕ хутшăнман, каçассăм та çук!



"Çĕнтерÿ çуле"
09 апреля 2008
00:00
Поделиться
;