Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи хăтлă поселокра пурăнар

Вăрнар поселокĕ пĕлтĕрхи кăтартусемпе «Раççейри чи хăтлă хула» республикăри конкурсра виççĕмĕш пулчĕ. Çакнашкал чыса пирĕн поселок пĕрремĕш хут мар тивĕçет. Анчах çăмăл килмен вĕт çак çĕнтерÿ: хăтлăх кĕртессипе тĕрлĕ службăсем, предприяти-организацисен ĕçченĕсем, çуртсенче пурăнакансем сахал мар вăй тăкнă. Таса та илемлĕ вырăнта пурăнма кама килĕшмест пулĕ; Анчах таврана тирпей-илем кĕртме урамсене тухма чĕнни пурне те  килĕшмест курăнать, хăшĕ-пĕрисем çак ĕçрен пăрăнса юлма тăрăшни сисĕнет. Пĕрисем алла шăпăр-кĕрепле йăтса эрнесерен экологи субботникĕсене тухаççĕ пулсан, теприсем сăмса умĕнчи çÿп-çапа та юриех курмăш пулаççĕ. Поселок варринчи урамсем, çуртсем умĕнче чип-чиперех-ха - тĕрлĕ организацисенче тимлекенсем субботниксенче ялан хастар. Вăрнар айăккисенче тирпейлĕх хуçаланать теме вара питĕ хĕн - кунта никамах та çитсе курмасть теççĕ пуль.

Лару-тăрăва лайăх пĕлсе тăма, кам мĕнле ĕçленине палăртма тунтикун, апрелĕн 14-мĕшĕнче, ятарлă тĕрĕслеве тухрăмăр. Инçех те каяймарăмăр - «Ваше такси» хÿмисем айăккинчи çÿп-çап купи тÿрех кăмăла  пăсрĕ. Кунтах  канфет-шоколад хучĕсем, сăрапа пылак шыв  кĕленчисем, пĕр хутчен усă куракан куркасем... Клиентсене кĕтекен таксистсем чей-кофе ĕçсе ăшăннă та ĕнтĕ, куркасене çул айăккине вăркăнтарнă. Халĕ вĕсем юр айĕнчен тухнă, анчах пуçтаракан çук. Автовокзалпа юнашар пулнă май, çак киревсĕрлĕх Вăрнар хăнисем умĕнче пире ытла та намăс кăтартать-çке. Вокзалпа аш-какай комбинатĕнче тимлекенсем, акă, юнашарах тавралли территорире йĕрке тунă, «Ваше такси» ĕçченĕсен аллисем çитеймен-ши ĕнтĕ;

Çапла çÿп-çап унта та кунта йăванса выртнă тĕслĕхсем татах та  тĕл пулчĕç. Тунтикун тĕлне, акă, «Шанс» пасар, миравай суд çывăхĕнче те экологи субботникĕсене тухни курăнмарĕ. «Вурнарыгаз» филиал ĕçченĕсене вара ырăпа кăна асăнмалла, вĕсем яланах хăйсен территоринчи тирпей-илемпе мухтанма пултараççĕ. «Вурнарская сельхозхимия» обществăра тимлекенсем те ÿркенмеççĕ, таврана хăтлăх кĕртнипе  пĕрлех тĕп урама та тасатса çаратнă.

Анчах, шел те, пурне те мухтама сăлтав çук. Унччен пасар пулнă вырăн та (халĕ вăл уйрăм çын аллине куçнă) çÿп-çап ăшне путнă, хăна çурчĕ çывăхĕнче те çакнашкал лару-тăрăвах. Чернышевский  урамĕнчи «Любава» лавкка пирки вара уйрăм калаçу. Кунти тирпейсĕрлĕх хăех туянакансене кунтан пистерет... Лавккине уçса услам тума пуçланă-ха, анчах территорине хăтлăх кĕртесси пирки маннă-ши; Суту-илÿ çурчĕ çывăхне пырсанах иртен-çÿрен куçĕ умне çак киревсĕр ÿкерчĕк тăрăнать, çапах та хуçисем курмаççĕ ахăртнех.

Вăрнарта пурăнакансене поселок сăн-пичĕ илемленни, тасалса хитре сăрăсемпе йăлкăшни чи малтан кăсăклантармалла пек туйăнать. Çапах та чылайăшĕ тирпейлĕхпе туслă мар пулмалла. Чÿречерен çÿп-çап хутаçĕсене вăркăнтарнине мĕнпе ăнлантарма пулать-ха тата; Ещĕксем лартса панă çĕртех çырмана ăпăр-тапăр купаланине те  ăнлантарма йывăр.  Уйрăм çуртсем умĕнче, ав, тимĕр-тăмăрĕ те, вут-шанки те, çÿп-çапĕ те пĕрле, пач «хирĕçмесĕр» сапаланса выртать. Çакăн пек  ырă мар ÿкерчĕксем  пире Тракторнăй, Некрасов тăкăрлăкĕсенче, Чернышевский урамĕсенче «кĕтсе илчĕç».

Вăрман та юлашки вăхăтра таса вырăн ятне çухатрĕ. Каллех çын айăпĕпе. Вăрнар айăккисем, вăрман хĕррисем чăннипех те санкцилемен свалка вырăнсем пулса тăчĕç. Кун пеккисем таврара пĕрре кăна та мар.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче чăнах та çитменлĕхсем сахал мар курăнчĕç. Анчах вĕсене пĕтерме кая юлман-ха. Поселок е район администрацийĕн коллективĕсем кашни урама, тăкăрлăка çитсе тирпей-илем кÿме мехел çитереймĕç. Тăван поселок хăтлăхĕ - пĕрлĕхре пурнăçламалли ĕç. Предприяти-организацисенче вăй хуракансем тавралли территорире ĕçе пикенччĕр, хваттер-çуртсенче пурăнакансем çуртсем çывăхĕнче çаратса тирпейлеччĕр - кĕске вăхăтрах пирĕн поселокра таса мар пĕр пĕчĕк лаптăк та юлмĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 апреля 2008
00:00
Поделиться
;