Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Малашлăх пысăк

Предприятие хамăр тата ытти районсенчи, çавăн пекех Мари, Мордва, Тутар Республикисенчи, Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăх организацийĕсем те тырă сутаççĕ. Йышăннă уй-хир ылтăнне технологи лабораторийĕнче тĕрĕслеççĕ. Унта ертÿçĕ пулса Надежда Дмитриевна Петрова вунпĕрмĕш çул вăй хурать. Вăл хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланăран лабораторие иртнĕ çул тата тепĕр пилĕк  çуллăха аттестациленĕ. Яваплă тапхăрта - вырма  вăхăтĕнче - лаборантсем тата кирлине шута илсе Александр Богданов директор тата икĕ çынна ятарлă пĕлÿ илме ярасшăн.

Тĕрĕсленĕ тырра тасатса типĕтнĕ хыççăн тивĕçлĕ кондицие çитерсе «Чăваштырăпродукчĕ» патшалăх унитари предприятийĕн Канашри тата Шупашкарти элеваторĕсене ăсатаççĕ. Калас пулать, «Чăваштырăпродукчĕ» ПУП халăх ытлă-çитлĕ пурăнтăр тесе тăрăшать, çăкăр пĕçермелли çăнăх хакне ÿстермест. «Паха çăнăха халăх хапăлласах туянать, - терĕ директорăн заместителĕ Олег Петрович Петров. - Çакна элеватор продукцине сутакан агентсем те çирĕплетеççĕ.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн пекарнинчен пиçсе тухнă кăпăшка ырă шăршăллă çăкăр-булкăна кашниех астивсе курнă-тăр. Ăна пĕтĕмпех «Чăваштырăпродукчĕн» паха çăнăхĕнчен пĕçернĕ.

Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти выльăхсене самăртма пулăшас тĕллевпе апат хутăшне те хатĕрлет. Ăна вырнаçтарасси йывăрлăх мар. Республикăра та, Раççейре те выльăх-чĕрлĕх отрасльне хăвăрттăн аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнăран апат хутăшне ял хуçалăх предприятийĕсем те, уйрăм хушма хуçалăх тытакансем те хапăлласах туянаççĕ. Кунсăр пуçне предприяти хывăх, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк валли тырă та сутать.

Ĕç çыннисем предприятин экономикине тĕреклетессишĕн чăннипех теветкеллĕ тимлеççĕ. Çавна май вĕсене шалу та тивĕçлĕ тÿлеççĕ. Пархатарлă ĕçшĕн преми парса хавхалантараççĕ.

Ыранхи кун пирки шухăшлани предприятие аталану çулĕпе сулмаклăн утма пулăшать. Акă кунта тырă типĕтмелли çурта юсама тытăннă ĕнтĕ. Вăхăт хăвăрт шăвать. Районти хуçалăхсем çуракине тухрĕç. Кирлĕ пулсан предприяти пулăшу аллине яланах тăсма хатĕр. Паллах, техникăпа, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, тивĕçтернĕшĕн хуçалăхсен тырă памалла. Шел пулин те, пĕлтĕр килĕшĕве пăсакансем те тупăннă.

Тырă йышăнакан предприятире санитари лару-тăрăвĕ лайăххине кура уй-хир ылтăнне унта ытти  республикăри хуçалăхсем те упрама хураççĕ.

Ÿсĕмсем тăвас ĕçре пурлăхпа техника никĕсне çĕнетессипе епле ĕçлени пĕлтерĕшлĕ. Технологи лабораторине ав çĕнĕ йышши оборудованипе  тата приборсемпе пуянлатассипе тата малалла тăрăшĕç.

Вăрнарти тырă йышăнакан предприятин малашлăхĕ пысăк. Коллектива ĕçре тата пысăкрах çитĕнÿсем тума ăнăçу сунас килет.

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
16 апреля 2008
00:00
Поделиться
;