Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Металсен витĕмĕ мĕнле

Йывăр металсем чĕрĕ организм çине мĕнлерех витĕм кÿреççĕ; Хими элеменчĕсенчен хăшĕ наркăмăшлă, хăшĕ усăллă; Çак тата ытти ыйтусем çине хурав тупма тăрăшнă та Вăрнарти 29-мĕш училищĕре вĕренекенсем.

Химипе биологи предмечĕсен преподавателĕ Елена Артемьевна Михайлова наукăпа практика конференцине çак темăпа ирттерни ăнсăртран мар. Юлашки вăхăтра - промышленноç,  топливо энергетики, транспорт, ял хуçалăхне химизацилени çиçĕмле аталаннă тапхăрта - йывăр металсем тăван çутçанталăка сиенлĕ витĕм кÿресси ÿсрĕ. Пысăк айăпĕ - этемре, çирĕплетнĕ 34-мĕш ушкăнра вĕренекенсем. Нумай чухне вĕсем хăрушсăрлăх правилисене уямаççĕ, промышленноç каяшĕсене экологие нормăран ирттерсе кăлараççĕ т. ыт. те . Вĕренекенсем  чылай металăн енĕсене уçса панă, производствăра вĕсемпе мĕнле усă курнине тата  вĕсем çын сывлăхне, тавралăха мĕнле витĕм кÿнине тишкернĕ.

Темăн çивĕчлĕхне вăйлатма мероприяти йĕркелÿçи кĕнеке выстави хатĕрленĕ, тĕрлĕ карта-плакатсемпе усă курнă. Конференци ĕçне Е.М.Арсентьеван ĕçтешĕсем те хакланă.

Производствăра каяшсăр технологие пурнăçа кĕртмелле - тăван тавралăх шăпишĕн пăшăрханса сĕннĕ конференцие хутшăнакансем. Çавăн пекех производство, санитари тата  экологи тĕлĕшпе тĕрĕслеве вăйлатмалла, минераллă  удобренисемпе, ÿсентăрансене химилле майпа  хÿтĕлекен препаратсемпе пĕлсе усă курмалла...



"Çĕнтерÿ çуле"
16 апреля 2008
00:00
Поделиться
;