Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕп вырăнта пахалăх

Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти «Чăваштырăпродукчĕ» патшалăх унитари предприятин тытăмне кĕрет. Вăл 1928 çулта йĕркеленнĕ. Малтан унта пилĕк çын анчах вăй хунă, вĕсем предприятие ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Хальхи вăхăтра ĕçлекенсен хисепĕ 7-8 хут ытларах. Вĕсем те предприятин ят-сумне тата çÿлерех çĕклес тесе алла-аллăн пĕр тĕллевпе тимлеççĕ.

 

Предприятин тилхепине çамрăк директор Александр Николаевич Богданов çирĕп тытса пырать. Вăл мал ĕмĕтлĕ, пуçаруллă пулнăран, коллектива ăнăçлă ĕçлеттерме ăсталăх çитернĕрен предприяти çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Нумаях пулмасть вăл кĕрпесене лайăх пахалăхлă кăларнăшăн пăхăр медале тивĕçнĕ.

Предприятин цехĕнче çулталăкĕпех ĕç шавĕ лăпланмасть. Кунта тулăран, урпаран, пăрçаран кĕрпе авăртаççĕ. «Пирĕн тĕп тĕллев - ĕç калăпăшĕпе пысăклатасси»,- пĕлтерчĕ Александр Николаевич. - Мĕншĕн тесен экологи енчен таса, пысăк пахалăхлă продукцие туянас текенсен йышĕ ÿссех пырать. Хамăр уçнă апат-çимĕç лавккисенче çынсем черет тăни пире савăнтарать кăна.

Кĕрпе авăртакансем пирки ырă сăмахсем анчах каламалла. Анатолий Сергеевпа Александр Андреев агрегатсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Александр Николаевич Богданов каланă тăрăх, ĕç калăпăшне ÿстерме кашни хăйĕн ĕçĕнче ăста пулни пулăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ кадрсем пĕтĕм ыйтăва татса параççĕ тесе калаççĕ. Сăмахран, Валентина Крючкова тырă йышăнакан предприятире 30 çул ытла тимлет. Пултаруллă мастер ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Светлана Ивановна Тинюкова бухгалтер вара çамрăк пулсан та коллективра ырă ят çĕнсе илме  ĕлкĕрнĕ. Вăл клиентсемпе çыхăнăва тачăрах çирĕплетессишĕн хастар тимлет.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 апреля 2008
00:00
Поделиться
;