Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар хĕрĕсем - чи маттуррисем

В.И.Чапаев ячĕлллĕ Пĕтĕм Раççейри турнир кĕрешÿçĕсене кăçал Çĕнĕ Шупашкар хулинчи «Химпром» спорт комплексне пуçтарнă. Кавир çине ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем пĕтĕмпе 200 ытлан тухнă.

Вăрнар хĕрĕсем унтан яланхиллех пысăк кăтартусемпе таврăннă. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Люда Николаева хăйĕн ÿсĕмĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă, спорт мастерĕн нормативне кăшт кăна пурнăçлайман.

Халĕ Çĕнĕ Шупашкар хулин олимп резервисен училищинче вĕренекен Александра Савина тата Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студентки Оля Илларионова бронза медальсем çĕнсе илнĕ. Хĕрсене ăмăртăва Юрий Григорьевич Львов хатĕрленĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 апреля 2008
00:00
Поделиться
;